Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ветерана сума сурĕç

Кашни вăрçă ветеранĕ хисепе тивĕç. Нумаях пулмасть Синер ялĕнче пурăнакан Алексей Кондратьевич Семкин 85 çул тултарчĕ. Çăмăл килмен унăн пурнăçĕ, йывăрлăха пĕрре кăна мар тÿссе ирттерме тивнĕ. Алексей Кондратьевича 1942 çулта çара илсе кайнă. Вăрçă çулĕсем Кавказ тăрăхĕнче иртнĕ. Мирлĕ вăхăтра ĕçсĕр ларман. Мăшăрĕпе, Анастасия Антоновнăпа, алă сакăр çул пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăннă. Виçĕ хĕрпе икĕ ывăла пăхса çитĕнтерсе ура çине тăратнă.

Алексей Кондратьевича юбилей ячĕпе социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Г.Григорьева, районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ А.Ананьев саламларĕç, парне пачĕç. Çав кун ăшă сăмахсем сахал мар пулчĕç.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 марта 2008
00:00
Поделиться
;