Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

100-мĕш пепке çуралнă

Ача çурални – пурнăçра чи çутă кунсенчен пĕри, ашшĕ-амăшĕшĕн пысăк савăнăç. Хумханусем хыçа юлни, хăвăн вăй-хална шанни тата пĕчĕк пепке амăшĕн аллинче пулни вара чи ырри. Июлĕн 20-мĕшĕнче район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче 100-мĕш ача çуралнине регистрациленĕ.

Ку хаваслă хыпар Кĕçĕн Тăван ялĕнчи Артемпа Татьяна Петровсен çемйине вĕçсе килнĕ. Таисия июлĕн 19-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. ЗАГС пайĕнче ĕçлекенсем Петровсен çемйине саламласа ача çуралнине çирĕплетекен свидетельствăна панă.

Артем Юрьевичпа Татьяна Григорьевнăшăн пысăк савăнăç, яваплăх тата хĕрÿллĕ ĕç вăхăчĕ çитрĕ, мĕншĕн тесен ачан шăпи, малашлăхра вăл мĕнле ÿссе çитĕнесси ашшĕ-амăшĕнчен нумай килет.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 июля 2011
00:00
Поделиться
;