Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ача çурални пысăк телей

Райадминистрацин ЗАГС пайĕ çурла уйăхĕнче 21 пепкене шута илнĕ (пĕлтĕрхи августра 25 ача çуралнă). Кăçалхи çак тапхăрта çуралнисенчен 11-шĕ – хĕр ачасем, 10-шĕ – арçын ачасем.

Çичĕ çемьери шăпăрлансем – пĕрремĕшсем, иккĕмĕш ача – 8 çемьере, 5 ача – çут тĕнчене виççĕмĕш килнисем. Пĕр çемьене улттăмĕш ача та килсе савăнтарнă.

Иртнĕ уйăхра пурнăçран уйрăлса каякансем нумаях пулман: 37 çын (пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 9 çын сахалтарах) çĕре кĕнĕ. Арçынсен вăтам пурăнаслăхĕ – 60 çул, хĕрарăмсен – 75 çул.

Августра 14 мăшăр пĕрлешнĕ (пĕлтĕрхинчен 8 мăшăр сахалтарах).

Пуринчен ытларах 25-35 çулсенчи каччăсем çемье çавăрнă, качча тухаканнисем – 18-25 çултисем.

5 çемье уйрăлнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 сентября 2011
00:00
Поделиться
;