Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ылтăн медале тивĕçнĕ

«Чувашское» предприятинче республикăри ăратлă выльăхсен куравĕ иртнĕ. Унăн тĕллевĕ – ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсен опытне сарасси.

Элĕк районĕнчен курава «Новый путь» хуçалăхпа «Золотое Руно» общество хутшăннă. Чăваш Сурăмсем ăратлă ĕне-выльăх тата сыснасем илсе кайнă. «Золотое Руно» обществăна ертсе пыракансем вара сурăхсем кăтартнă.

Куравра ятарлă «подиум» тăрăх ĕне-выльăх, лаша утнă. Вĕсенчен чи лайăххине суйласа илме çăмăл пулман жюрине. Курава тăратнисене 53 номинаципе хакланă. «Новый путь» хуçалăх ылтăн, кĕмĕл тата пăхăр медале тивĕçнĕ. «Золотое Руно» обществăна та ылтăн медальпе чысланă.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 сентября 2011
00:00
Поделиться
;