Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Наци кросĕнче чупрĕç

Элĕкре иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Наци Кросĕ-2011» ăмăртăва 600 çын хутшăнчĕç.

Спорт уявне уçнă çĕрте Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Читнаев, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Э.Николаев, Муркашри чăх-чĕп фабрикин генеральнăй директорĕ Н.Ванеркин пулчĕç.

Чи пĕрремĕш старта вип-чупăва хутшăнакансем тухрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Читнаев та ыттисемпе пĕрле ăмăртрĕ. Кунта хутшăнакансем 2014 метрлă дистанцире чупрĕç. Арçынсен ушкăнĕнче Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Ефремов, Перекет Банкĕн заведующийĕ В.Егоров, Шĕмшеш вăтам шкулĕн директорĕ А.Чернов, Элĕкри культурăпа кану центрĕн директорĕн çумĕ В.Терентьев лайăх кăтартусемпе палăрчĕç. Хĕр арăмсенчен финиша чи малтан Тавăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Железнова çитрĕ. Иккĕмĕш вырăнта ачасен искусство шкулĕн директорĕ З.Васильева, виççĕмĕшĕнче Питĕшкасси ял тăрăхĕн специалисчĕ Н.Миронова пулчĕç.

Вĕсем хыççăн эстафетăна 1994 çулхисемпе кĕçĕннисем тухрĕç. Арçын ачасенчен çивĕчлĕхпе С.Егоров (Тавăт), Е.Александров (Шĕмшеш), С.Иванов (Тавăт) палăрчĕç. Хĕрсен ушкăнĕнче О.Максимована (Шĕмшеш), Т.Федорована (Тавăт), Д.Никифорована (Тавăт) çитекенни пулмарĕç.

34 çулхи хĕр арăмсенчен финиша чи малтан Шĕнтрешри В.Убасева, 39 çулчченхи арçынсенчен Н.Макаров (Питĕшкасси) çитрĕç.

35-44 çулсенчи хĕрарăмсен ушкăнĕнче А.Комиссарова (Тавăтри ача сачĕ) палăрчĕ.

40-49 çулти арçынсенчен С.Михайлов финиша чи малтан çитрĕ. Алă çултан иртнĕ арçынсен ушкăнĕнче В.Осипов (Ураскилт) мала тухрĕ. Хĕрĕх пиллĕкрен иртнĕ хĕрарăмсен йышĕнче И.Федорова (Элĕкри тĕп больница) – пĕрремĕш.

Наци кросне хутшăнакансенчен чи çамрăкки 4 çулхи О.Герасимова (Тени) пулчĕ. Чи асли вара Элĕк салинчи Н.Ларионов (79 çулта). Кашни çĕнтерÿçех парнесемпе дипломсене тивĕçрĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 сентября 2011
00:00
Поделиться
;