Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Фермер «иккĕмĕш çăкăрпа» пуян

Элĕк районĕ чăннипех те çĕр улмирен тулăх район шутланать. «Иккĕмĕш çăкăрăн» лаптăкĕпе вăл Чăваш Енре малти пиллĕкмĕшсен йышĕнче. Виçĕм çул кунта пĕтĕм республикăри Çĕр улми кунне ирттерчĕç, çавăн чухне Мускаври апат-çимĕç департаментĕнчен килнĕ пысăк хăна Элĕкре çĕр улми палăкне лартма сĕннĕччĕ. Районта Чăвашра палăрнă çĕр улми ăстисем – В.Журавлев, Г.Исав, С.Волков. Вĕсем «иккĕмĕш çăкăра» 250 гектар ытла лартса çитĕнтереççĕ. Пĕтĕмпе çĕр улми туса илессипе 150 яхăн хресчен-фермер хуçалăхĕ ĕçлет.Кивуйра Сергей Волков крахмалран пуян çак культурăна лартса çитĕнтерессипе вунă çул ытла тимлет. Эпир пынă чух фермер Германире туса кăларнă хитре тĕслĕ Grimme комбайн шнекне тасататчĕ. «Вăт çапла ĕçлетпĕр кăçал: тасататпăр та малалла каятпăр», – кăшт куларах калаçрĕ Сергей. Ăнланмалла-ха ĕнтĕ, çанталăкĕ ав мĕнлерех те: е çумăр шăпăртатса каять, е хĕвелĕ пĕлĕт хыçĕнчен йăл кулса илет.

Сергей комбайн çинчен анчĕ те эпир унпа калаçу пуçартăмăр. Патвар та çирĕп кĕлеткеллĕ 47-ри арçын ытлах сăмах ваклама юратмасть, веçех пат татса калать. Çĕр улмипе ĕçлеме мĕн ачаранах хăнăхнă – ашшĕ вĕрентсе пынă.

Кăçал фермер «иккĕмĕш çăкăра» 272 гектар çинче ÿстернĕ – пĕлтĕрхинчен 100 гектар нумайрах. Вăрлăхĕ – йăлтах хăйĕн, элитлисене кăна туяннă. Иртнĕ çул типĕ тăчĕ, çумăрне ыйтса та илме çукчĕ. Пĕлетĕр-и – Сергей Волков аптраса ÿкмен, касăсене тăтăшах шăварса тăнă. Усси куç кĕрет – кашни гектарĕ 300 центнера яхăн тухăç парать. Уй-хире хăçан тухмаллине те лайăх тавçăрса илнĕ – авăн уйăхĕн 20-мĕшĕ иртсен çеç. «Иккĕмĕш çăкăра» чÿк уйăхĕнче кăларса пĕтерсе пухса кĕртме ĕлкĕрнĕ. Çак вăхăтра улмасем тутлăхланса кĕрпекленнĕ. Кам туянмĕ-ха кунашкал çимĕçе; Фермер, паллах, укçа-тенке ахаль сая яман, унпа тупăш тума пултарнă.

Хресчен хуçалăхĕн пурлăх никĕсĕ начар теме çук. Варринче – çĕр улми упрамалли темĕнле тĕлĕнтермĕшлĕ склад. «Хамах ăсталăрăм», – тет Сергей. Тепĕр кĕтесре – шăвармалли техника. Паллах ĕнтĕ, чи хăватли тата шанчăклă пулăшаканĕ – Германи комбайнĕ. Ăна фермер 7 миллион тенкĕпе туяннă. «Кредит укçипе илтĕмĕр-ха. Юрать-ха, патшалăх пулăшать. Парăмсемпе татăлатпăрах. Çунтармалли-сĕрмелли япаласем ура хурса пыраççĕ», – пăшăрханса калаçать Сергей Волков.

Кÿрентермест хăйĕн патĕнче тăрăшса вăй хуракансене фермер. Хальхи вăхăтра ун патĕнче ĕçлекенсем кунне 400-600 тенкĕ илеççĕ.

– Хамăр туса илнĕ продукцие сутма та пĕлмелле, – каласа парать С.Волков. – Эпĕ хаксене ÿстерсе пыма шутламастăп. Вăтам хакпа сутатăп та, таварĕ те лайăхрах каять.

Çапла пурăнать, ĕçлет Сергей Волков фермер. Мĕн, академипе институтран вĕренсе тухнă тетĕр-и ăна; Çук, пĕртте апла мар. Сергей – вăтам шкул аттестатне илнĕ тăрăшуллă та хастар çĕр ĕçченĕ. Тепĕр тесен, кирлех-и çĕр çинче ĕçлеме темиçе пичетлĕ документ;



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 октября 2011
00:00
Поделиться
;