Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕк энциклопедийĕ Раççей шайĕнче çĕнтернĕ

Чăваш кĕнеке издательстви ячĕпе Мускавран ырă хыпар çитрĕ, иртнĕ çулта пичетленнĕ кĕнекесен «Наше культурное наследие» ятпа ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри 4-мĕш краеведении конкурсĕ вĕçленнĕ. Конкурсăн «Историко-краеведческие справочники» номинацийĕнче пирĕн ентешсем пухса хатĕрленĕ «Аликовская энциклопедия» кĕнеке вара пĕрремĕш вырăн çĕнсе илсе конкурс лауреачĕ пулса тăнă.

Хальхи тапхăрта районти тавра пĕлÿçĕсем кĕнекен иккĕмĕш пайне çырса хатĕрлес тата ăна районăн 85 çулхи юбилейĕ тĕлне кăларас шутпа çанă тавăрсах ĕçлеççĕ ĕçри ÿсĕмĕ Раççей шайĕнче çĕнтернĕ ентешсене татах та хастарлăрах пулма, сумлă ĕçсем тума çунат хушать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 декабря 2011
00:00
Поделиться
;