Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕçсĕррисене ĕçпе тивĕçтернĕ

Иртнĕ çул пĕтĕмпе 688 çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ. Çак шутра 113 çынна общество ĕçĕсем тупса панă, ĕçсĕр тăрса юлнă 63 граждана професси пĕлĕвĕ илме янă, 67 çын харпăр хăй ĕçне йĕркелесе янă.

2011 çул пуçламăшĕ тĕлне халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта ĕçсĕр юлнă 55 граждана регистрациленĕ. Вĕсенчен 11-шĕ – предприятисемпе организацисенче ĕçрен хăтарнисем, 26 хĕрарăм, 9-шĕ – 16-29 çулсенчи çамрăксем, 3-шĕ – инвалидсем, 10-шĕ – пенси çулне çывхаракансем. Ĕçсĕр юлнисенчен 16-шĕ професси енĕпе аслă пĕлÿ илнĕ, 17-шĕ – вăтам професси пĕлÿллĕ, 16-шĕ – пуçламăш професси пĕлÿллĕ, 5-шĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ илнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 января 2012
00:00
Поделиться
;