Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Стипенди çунат хушать

Вĕренÿре, тĕпчев, ăслăлăх, пултарулăх, производство ĕçĕ-хĕлĕнче тата ертсе пырас, бизнес-проектсем хатĕрлес енĕпе пысăк çитĕнÿсем тунă пĕр пин яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа хавхалантарас тĕллевпе çулсеренех Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине параççĕ. Çамрăксемшĕн ку хăйне евĕрлĕ пулăшу та, тĕрев те.

«Хавхаланса

вĕренетĕп»

Ангелина Викторова Элĕкри вăтам шкулта 10 «б» класра ăс пухать. Çинçерех кĕлеткеллĕ, сенкер кăвак куçлă хĕр вĕренÿре чăннипех те тăрăшулăхпа палăрать. Пур предметпа лайăх паллăсем илет.

– Кашни предметах хаклă та пĕлтерĕшлĕ маншăн. Çавăнпа та уроксенче тимлĕ пулма, вĕрентекенĕн сăмахĕсене ăса хывма тăрăшатăп, – пĕлтерчĕ шкул ачи.

Хăйĕн çинчен калаçма юратманни, çитĕнĕвĕсемпе те мухтанманни сăмах пуçламăшĕнчех палăрчĕ.

Ытларах географипе кăсăкланать. Геологи слечĕсене хутшăнать. Иртнĕ çул акă Элĕкри вăтам шкул ачисем икĕ командăпа геологсен слетне хутшăннă. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене йышăннă.

– Çитĕнÿ тунăран Чăваш Республикинчен Томскра иртекен слета хутшăнма ячĕç. Тăван республика чысне аякри хулара хÿтĕлерĕмĕр. 38 команда хушшинче 21-мĕш пултăмăр. Çĕнĕ туссем тупрăмăр унта, кăсăкли те сахал мар пулчĕ. Вĕренекенĕн çитĕнĕвĕсенче вара Людмила Иосифовна Петрикован тÿпи пысăк. Вăл пире географи предметне вĕрентнипе пĕрлех геологипе те кăсăклантарать, – вĕрентекенне ырăпа асăнчĕ А.Викторова.

Ангелина Томскри слетра паллашнă тусĕсемпе паян та çыхăну тытать.

Тăрăшулăхшăн – «Орленока»

– 2010 çулта çĕртме уйăхĕн вĕçĕпе утă уйăхĕн çурриччен «Орленок» лагерьте канма тÿр килчĕ, – кĕскен пĕлтерчĕ вĕренекен.

Шăп та шай вăл сменăра пулнă чухне лагерь 50 çулхи юбилейне паллă тунă. Тĕрлĕ вăйă-конкурспа, Раççей эстрада çăлтăрĕсен концертне пăхнипе асра юлнă лагерьти кунсем.

Калининград, Тюмень хĕрĕсемпе, каччисемпе çывăх туслашнă Ангелина. Вĕсемпе паян та çыхăнура.

– Мĕнле çитĕнÿсемшĕн тивĕçрĕн «Орленокри» путевкăна; – ыйту паратăп тăрăшуллă вĕренекене.

– Пирĕн команда геологсен тăваттăмĕш слетĕнче çĕнтерчĕ. Командăна «Орленока» кайма пĕр путевка пачĕç. Пĕрле вĕренекенсем ушкăнпа канашласа ăна мана тыттарчĕç, – терĕ 16-ри хĕр ача.

Ангелина Викторова шкулта, республикăра иртекен чăваш чĕлхипе литературин конкурсĕнче те çитĕнÿсем тăвать иккен. «Чĕвĕлти чĕкеç» конкурсра акă республика шайĕнче пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ.

– Кунта Валентина Егоровна Никитинан тÿпи пысăк, – ăнлантарчĕ вăл.

Паллах, вĕрентекенĕн пысăк опычĕпе, вĕренекенĕн ăнтăлăвĕпе, тăрăшулăхĕсĕр пĕрлехи çитĕнĕве тăваймăн. Çакна аван чухлать Ангелина. «Çамрăк ăсчах» конкурсра тĕрлĕ кăсăклă ыйту çине хуравласа виççĕмĕш вырăна тухнă. Вĕренÿри çитĕнÿсемшĕн, шкулти обществăлла ĕçри хастарлăхшăн А.Викторова РФ Президенчĕн тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулса тăнă.

– Чăннипех те савăнтăм, – тет йăл куллине пытармасăр хĕр ача.

Вĕренÿ çине пысăк тимлĕх уйăрнипе пĕрлех Ангелина Викторова илемлĕ литературăпа кăсăкланать. Çекĕлпе те çыхать.

– Стипенди укçине пухса пырăп. Вĕренме кайма хатĕрлĕп, – терĕ Ангелина.

Шăнкăрав янăрасан черетлĕ урока васкарĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 февраля 2012
00:00
Поделиться
;