Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Йĕлтĕр йĕрĕ чи маттурисене палăртрĕ

Иртнĕ эрнере çанталăк ытла та сивĕ тăнăран йĕлтĕрçĕсен «Раççей йĕлтĕрĕ-2012» массăллă спорт ăмăртăвне тепĕр вăхăта куçарчĕç. Нарăсăн 19-мĕшĕнче вара йĕлтĕрçĕсем, спортăн çак енне кăмăллакансем Элĕк салинчи Васильевски пĕвинчи лайăх хатĕрленĕ йĕлтĕр йĕрĕ çине тухрĕç.Пухăннисене уяв ячĕпе саламланă май, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» сывлăха çирĕплетме пулăшнине, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма майсем туса панине палăртрĕ.

Старта чи малтан VIP -ăмăртусене хутшăнакансем тухрĕç. Арçынсен ушкăнĕнче «Агродеталь» общество директорĕ Владимир Лукин, Элĕкри вăтам шкул директорĕ Владислав Волков, район больницин ĕçченĕ Алексей Ананьев чи лайăх кăтартусем турĕç. Хĕрсемпе хĕрарăмсенчен пĕрремĕш вырăна ачасемпе çамрăксен «Хĕлхем» спорт шкул директорĕн çумĕ Светлана Степанова çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Алевтина Андреева, виççĕшĕнче – райбольница тĕп врачĕн çумĕ Василиса Архипова.

Кун хыççăн эстафетăна ветерансем йышăнчĕç. Чи хăвăрт чупакансем – Питĕшкассинчи Петр Архиповпа Элĕкри Никита Ларионов.

1994 çулта çуралнисен тата унран çамрăкраххисен ушкăнĕнче Элĕк шкулĕнчи Максим Андреев, Дмитрий Трофимов, Дмитрий Никитин палăрчĕç. Хĕр ачасенчен финиш хăйăвне Элĕк шкулĕнчи Ирина Запасова татрĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче çак шкултах вĕренекен Диана Волковăпа Наталия Дмитриева.

1993 çулта çуралнисен тата аслăраххисен ушкăнĕнче Андрей Смирнов, Сергей Прокопьев, Эрик Вонифатьев, хĕрсенчен Валентина Убасевăпа Ольга Львова чи малтисем пулчĕç.

34-44 çулсенчи хĕрарăмсенчен финиша Элĕкри Алина Николаева пуринчен малтан çитрĕ. Эльвира Орлован – иккĕмĕш кăтарту, виççĕмĕш вырăнта – Надежда Данилова.

40-59 çулсенчи арçынсенчен Вячеслав Петров пĕрремĕш пулчĕ, Алексей Павловпа Владимир Николаев – иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 февраля 2012
00:00
Поделиться
;