Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хăйĕн вырăнĕ пултăр

Çÿп-çапа, хытă каяша пухса палăртнă çĕре турттарса тухасси яланах вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тивĕçĕ пулнă. 2003 çулхи юпа уйăхĕнче федерацин «Вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелессин пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен» 131-мĕш саккунĕ вăя кĕрсен ял тăрăхĕсен, тĕрĕсрех, вĕсен пуçлăхĕсен яваплăхĕ чылай ÿснĕ. Çак ĕçе мĕнлерех туса пыраççĕ-ха вĕсем? Нумаях пулмасть Элĕк районĕнчи Ураскилт ял тăрăхĕнче пулма тÿр килчĕ. Лару-тăрупа унăн пуçлăхĕ Э.Козлов паллаштарчĕ.

Тавралăха тасатмалли, хытă каяшсене илсе тухмалли ятарлă йĕрке пултăр тесе 2008 çулта Шупашкарти пĕр центра саккас парса Эдуард Германович генеральнăй схема хатĕрлеттернĕ. Районта çакнашкал документ тутаракан пĕрремĕш пуçлăх вăл. Схема анлă та пуян: хытă каяша пухмаллине, вăхăтлăха тĕрĕс упрамаллине, палăртнă вырăна турттарса тухмаллине тĕплĕн çырса кăтартнă. Кунсăр пуçне шĕвĕ каяша, сăмахран, хура шыва ăçта юхтармалли, ртутьлĕ лампăсене, тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕре, калăпăр, машина аккумуляторĕсене, упрамалли тата илсе тухмалли ятарлă правилăсем те пур. Ураскилт ял тăрăхĕнче çак схемăна çирĕп пăхăнса ĕçлеççĕ. «Тавралăха тирпейлĕхре тытмалли йĕркене тата та çирĕплетме пулăшать вăл», - тет кăмăллăн ун пирки пуçлăх.

Схемăпа килĕшÿллĕн çÿп-çапа, хытă каяша пухмашкăн çак тăрăхри кашни ялтах /пурĕ 5 ял/ 2-шер контейнер вырнаçтарнă. Малашне вĕсем татах йышлăланмалла. Хытă каяша Элĕкри çÿп-çап купине турттарса тухаççĕ. «Субботниксем ирттернĕ хыççăн çуркунне, çулла ытларах пурнăçлатпăр, - паллаштарать Э.Козлов. - Чылай чухне ял тăрăхĕнчен пĕр-пĕр машина тупса çÿп-çапа, ытти каяша кирлĕ çĕре ăсататпăр. Хăш-пĕр чух Элĕкри «Тепловодоканал» общество пулăшăвĕпе усă куратпăр». Ятарлă схема чылай ыйтăва татса парать пулин те йывăрлăх çук мар. Бюджетран уйăракан укçа-тенкĕ сахалли чăрмав кăларса тăрататех. Çак сăлтава пула хытă каяша палăртнă вăхăтра турттарса тухма йывăр. Уйрăмах, хĕлле. Ятарлă машина çукки япăх витĕм кÿрет.

Пĕтĕмĕшле вара тавралăха тирпейлĕхре тытассинче халăхăн тÿпи пысăккине палăртать пуçлăх. Урама хура шыв, çÿп-çап тăкнăшăн штраф тÿлеттернĕ хыççăн çынсем хăйсен кил-тĕрĕшне кăна мар, урамсемпе тăкăрлăксене те тасалăхра тытма хăнăхаççĕ-мĕн. Чылай чухне кирлĕ мара михĕсене тултарса хураççĕ е ял хĕрринчи палăртнă вырăна илсе тухаççĕ, çунакан ăпăр-тапăра çунтараççĕ.

Çак ыйтупах Йăлкăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе В.Матвеевпа курса калаçрăмăр. Хытă каяша турттарса тухассипе çыхăннă йывăрлăхсем пуррине хирĕçлемерĕ Вячеслав Николаевич. Чылайăшĕ, паллах, укçа-тенкĕ çителĕксĕррипе çыхăннă. Ятарлă машина çукки уйрăмах ура хурать. Çакна пулах хытă каяша вăхăтра турттарса тухаймаççĕ. Çак ĕçе ытларах çуркуннепе çулла пурнăçлаççĕ. В.Матвеев каланă тăрăх - тăван-пĕлĕшĕ техникăпа пулăшать.

Пурăнакансенчен хăшĕ-пĕри хытă каяша çырма-çатрана, пĕве хĕррисене пăрахас йăлана кунта манман иккен-ха. Чылайăшĕн ăнланулăх пĕчĕккине палăртать пуçлăх. Тавралăха вараланăшăн штраф тÿлеттерни, тен, пулăшĕ çакнашкаллисене тĕрĕс çул çине тăма. Тăван тавралăх тасалăхĕшĕн тăрăшакансем вара хытă каяша хăйсемех Элĕкри çÿп-çап купине илсе тухаççĕ-мĕн.

Йăлкăш ял тăрăхĕнче /пурĕ 6 ял/ каяш валли ятарлă контейнерсем вырнаçтарман. «Хальлĕхе май çук. Сăмахран, пĕр контейнер кăна 3 пин тенкĕ ытла тăрать», - укçа-тенкĕ çитменнине тепĕр хут палăртать Вячеслав Николаевич. Хăй вăхăтĕнче кунтан каяша турттарса тухмашкăн Элĕкри «Тепловодоканал» обществăпа килĕшÿ туса ĕçлеме хăтланнă, анчах маларах палăртнă сăлтав каллех чăрмантарнă.

Тепĕр хут асăнса хăварасшăн: ялсенчен хытă каяша турттарса тухасси ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен умĕнче чылай ыйту çуратать. Ытларахăшĕ укçа-тенкĕ çителĕксĕррипе çыхăннă. Çак чăрмавпа вырăнти влаç органĕсем çине тăрса ĕçлессе тем пекех шанас килет...

Юлашкинчен Элĕк çывăхĕнчи çÿп-çап купи пирки каласшăн. Районти ял тăрăхĕсем хытă каяша çакăнта турттарса тăраççĕ. Вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче йĕркеленнĕ. Санитари, эпидемиологи тата экологи нормисене пăхăнманскер вун-вун çивĕч ыйту кăларса тăратать. Çут çанталăка варалани куç кĕрет. Сăмахран, çак çÿп-çап купинчен Йăлкăш ял тăрăхĕ нумай сиен курать. 3 çухрăмра вырнаçнăскер халăха хăйĕн çинчен ырă мар шăршăпа манма памасть. Çиллĕ çанталăкра кирлĕ мар ăпăр-тапăр яла вĕçсе çитни пĕрре мар пулнă.

Вырăнти влаç органĕсем çÿп-çап купин шăпине татса пама тĕллев лартнă. Элĕк район администрацийĕнче пĕлтернĕ тăрăх - хытă каяша сортлакан станци пулмалла. Хальхи вăхăтра унăн проекчĕпе ĕçлеççĕ.

 



"Хыпар"
31 марта 2012
00:00
Поделиться
;