Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кредит илни - пысăк пулăшу

Çăмăллăхлă кредитсем килти хушма хуçалăха аталантарнă çĕрте малтанхи пекех пысăк пулăшу вырăннех. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çăмăллăхпа усă курассипе ĕçсем малалла пыраççĕ.

Кăçалхи январь-март уйăхĕсенче 122 хуçалăх кредит илнĕ. Çакă, пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарсан, 15 хуçалăх нумайрах. Çулталăк пуçланнăранпа кредитсене 22008 пин тенкĕлĕх йĕркеленĕ, çав шутран виçĕ уйăхра – 18693 пин тенкĕлĕх. РФ Перекет банкĕ урлă 91 кредитпа 13688 пин, Раççей ял хуçалăх банкĕ урлă 31 кредит 8320 пин тенкĕлĕх.

Наци проекчĕ ĕçе кĕнĕренпе килти хушма хуçалăх тытакан 2881 çын (килти хуçалăхсен 32,3 проценчĕ) ял хуçалăх производствине аталантарма 389,9 миллион тенкĕ кредит илнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 апреля 2012
00:00
Поделиться
;