Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Юратнă вăйăран уйрăлмаççĕ

Çак кунсенче шахмăта «е2-е4» клубĕн членĕсем юратнă вăййине манмаççĕ, тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнаççĕ. Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче Муркаш райорнĕнчи Ильинка тăрăхĕнче пурăнакан И.И. Кабуркин Çимĕк ячĕпе турнир йĕркелерĕ. Унта элĕксем те хутшăнчĕç. А.Степанов (Элĕк) турнир çĕнтерÿçи пулса тăчĕ, ятарласа хатĕрленĕ Кубока çĕнсе илчĕ, Б.Кириллов (Мăн Вылă) хăйĕн ушкăнĕнче виççĕмĕш вырăна тухрĕ, финалта тăваттăмĕш пулчĕ.

Районта иртнĕ Акатуйри турнира 20 çын хутшăнчĕ, малтанах вĕсем тăватă ушкăн çине пайланса вылярĕç, ун хыççăн çурма финалти тупăшусем иртрĕç. Финала Л.Гурьев (Элĕк), А.Степанов (Элĕк), В.Ефимов (Ехремкасси), В.Филиппов (Элĕк шкулĕнче вĕренекен) тухрĕç. Çивĕч кĕрешÿре В.Ефимов чемпион пулса тăчĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене А.Степановпа В.Филиппов çĕнсе илчĕç.

Умра шахмăтçăсен пысăк ĕмĕтсем: Питрав пуххине (Чăваш Сурăм ял тăрăхĕ) лайăх хатĕрленсе ирттересси. Кăçал çак тăрăхра районта шахмăта юратакансен иккĕмĕш клубĕ йĕркеленнĕ. Ертÿçи П.А.Ефимов.

Кашни ял тăрăхĕнче шахмăтçăсен клубĕ ĕçлеме пуçласан питех те аван пулĕччĕ.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 июня 2012
00:00
Поделиться
;