Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вăйă ăс-хакăла ÿстерет

Амăшĕ пепкине ача садне çавăтса килет те воспитатель аллине парса хăварать. Кунта вара урăх тĕнче - ачалăх, юмах, асамлăх тĕнчи. Педагог пĕчĕкскерсене çав тĕнчепе паллаштарать те, амăшĕ хыççăн пĕрремĕш вĕрентекен пулса тăрать.

Воспитатель - пĕчĕк ачасемшĕн тĕслĕх. Унăн чунĕпе ача пулмалла, унсăрăн хĕрачасемпе арçын ачасем ăна хăйсен пĕчĕк «тĕнчине» йышăнмасан та пултараççĕ. Вĕсем иккĕмĕш амăшĕ çине куçран пăхаççĕ, унăн кашни сăмахне, утăмне сăнаççĕ. Педагог вара хăйĕн мĕнпур чун ăшшине пĕчĕкскерсене парнелет. Сократ философ: «Виçĕ професси Турăран: вĕрентекен, судья тата тухтăр», - тенĕ. Ман шутпа, воспитатель çак виçĕ профессие пĕрлештерет. Воспитатель вăл тухтăр пекех, мĕншĕн тесен эмелсĕр тата уколсăр вăл ачана сĕнÿпе, ăшă кулăпа, сăмахпа тата вăйăпа сыватма пултарать. Лайăх воспитатель вăл ăслă судья та. Ачасем хушшинче сиксе тухакан хирĕçĕве те, тĕрлĕ пăтăрмаха та йĕркелеме пулăшать, çавăн пекех йăнăш утăмсем тăвасран сыхлать. ырăпа усала та уйăрма вĕрентет.

Вăйă ачасене вĕренме илĕртмелли, вĕсен пуплевне аталантармалли, ăс-хакăл пуянлăхне ÿстермелли лайăх мелсенчен пĕри шутланать. Çакăнпа воспитательсем анлă усă кураççĕ. Вăйă - пур енлĕ аталанма май паракан чи кирлĕ ĕç. Çавăнпа та ача садĕнченех воспитательсем вăйă йĕркипе усă кураççĕ. Вĕсем ачасене çут çанталăкпа, тавралăхпа паллаштараççĕ-и, вĕсен пуплевне аталантараççĕ-и, шутлама, çырма, ÿкерме е юрлама вĕрентеççĕ-и - çаксем пурте вăйă йĕркипе пулса иртеççĕ. Выляса ÿсекен ача хăюллă та çаврăнăçуллă пулать. Вылянă чухне япала ячĕсене, паллăсене каланипе, тĕрлĕ ĕç тунипе, пĕр-пĕринпе хутшăннипе ачасен пуплевĕ аталанать, ыттисен шухăшне итлеме хăнăхать. Выляв меслечĕсемпе анлă усă курни ачасене ку е вăл темăна лайăх ăнланма пулăшать.

Вера МОРОЗОВА, «Çăлкуç» ача сачĕн воспитателĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
16 ноября 2018
15:07
Поделиться