Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Чун апачĕсĕр» пурнăç та кичем

Кĕнеке тата библиотека тавракурăмлă, фантазие юратакансен тата яланах çĕннине шырама ÿркенменнисен шанчăклă юлташĕ. Кĕнекене тата вулавăша мĕн авалтанах «чун апачĕ е аптеки» тесе каланă. Паян вара библиотека ĕçĕ-хĕлĕ кĕнекепе тивĕçтерекен тата упракан учрежденинчен нумай функциллĕ культурăллă, информаци центрĕ пулса тăчĕ темелле.

Кĕнекесемпе эпир мĕн ачаран тĕл пулатпăр та пĕтĕм пурнăç тăршшĕпех вĕсемпе пыратпăр ĕнтĕ. Вĕсем пире аталанма пулăшса пыраççĕ. Константин Паустовский ахальтен каламан ĕнтĕ: «Вулама юратакан тата пĕлекен çын - телейлĕ. Ун тавра ăслă, ырă тата шанчăклă юлташсем пур. Çав юлташсем - кĕнекесем», - тенĕ.

Майăн 27-мĕшĕнче Раççейри мĕнпур библиотека ĕçченĕ профессилле уява - Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунне паллă тăвать. Çак уява 1995 çултах Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ. Кăçал Библиотека кунĕ 26-мĕш хут иртет.

Историрен паллă: шăпах çак кун, анчах та 1795 çулта Раççейре чи пĕрремĕш библиотека уçăлнă. Хальхи вăхăтра вăл Раççей Наци библиотеки. Пĕлтерĕшĕ тĕлĕшĕнчен уява Император библиотеки никĕсленнĕренпе 200 çулхи юбилея халалланă.

Пирĕн Элĕк районĕнче пурĕ - 20 библиотека. Вĕсенче 27 специалист ĕçлет. Районти тĕп библиотекăн директорĕ Раиса Гордеева пĕлтернĕ тăрăх, çак уяв тĕлне çулсеренех тĕрлĕ акцисем йĕркеленĕ: çыравçăсемпе, критиксемпе тĕл пуласси, кĕнеке куравĕсем хатĕрлесси вăл яланхи йăла пулнă. Кăçал вара акцисем онлайн мелĕпе иртеççĕ, вулавăшсем хăйсен вулаканĕсене сайтсенче е социаллă сетьсенче кĕтеççĕ.

Çулсеренех библиотекарьсем Пĕтĕм Раççейри, респуб- ликăри, районти конкурссене хатĕрленсе, хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Инноваци проекчĕсемпе тата программăсемпе усă кураççĕ.

- 2019 çулта Вутлан ялĕн библиотеки «Урапа çинчи савăнăç» проектпа республика конкурсĕнче çĕнтерсе грант илме тивĕçрĕ. Мăн Вылăри вулавăш «21-мĕш ĕмĕрĕн библиотеки» республика смотр-конкурсĕнче мала тухрĕ. Тенисем чи лайăх экологи мероприятийĕпе çĕнтерме пултарчĕç.

Професси уявне халалласа район библиотекисем тĕрлĕ онлайн-мероприятие хастар хутшăнчĕç. Уйрăмах вулавăшсем «Манăн библиотека историйĕ» тата «Юратнă библиотекăна саламла» республика акцийĕсенчен юлмарĕç. Вĕсене Чăваш Наци библиотеки ирттерчĕ. Кунта Вутлан, Йăлкăш, Ишпарайкка, Кивуй, Крымсарайкка, Тавăт, Чăваш Сурăм библиотекисене палăртас килет.

Унсăр пуçне районта «чун аптекисем»  йышĕнче чи лайăх муниципалитет библиотекарĕ онлайн-конкурс та пысăк вырăн йышăнчĕ. Кунта видеороликсем хатĕрлерĕç. «Эпĕ - библиотекарь» номинацире 12 ĕç пăхса тухрăмăр. Çĕнтерÿçĕсен йышне Ехремкасси, Крымсарайкка, Кивуй, Тавăт, Мăн Вылă библиотекисем кĕчĕç, - каласа парать Раиса Митрофановна.

Вăл палăртнă тăрăх, майăн 12-25-мĕшĕсенче «Лайăх кăмăл-туйăм библио-шатерĕ» районти акцийĕ те иртнĕ. Паллах, чун апатне шырама пыракана туллин тивĕçтерме тăрăшмалла библиотека ĕçченĕн. Вăл шутра вулаканăн кăмăл-туйăмне те хăпартмалла. Ăна вара тĕрлĕ енлĕ тума пулать. Çапах та интереслĕ те ырă кĕнекене вуланине нимĕн те çитмест. Çавна май библиотекарьсем çынсене хăйсен юратнă кĕнекисемпе паллаштарнă. Реклама роликĕ- сене #деньбиблиотек#аликово хештегпа кĕртнĕ. Килĕшнĕ кĕнекесене тÿлевсĕрех Интернетра, онлайн-режимпа вулама пулать.    

Çак уяв пурри библиотекăн пĕлтерĕшне те çухатма памасть. Кашни ăрăва вулавăш хăй патне туртать. Çакăнта кĕнекесен фончĕ çĕнелни тата интереслĕ пулни те витĕм кÿрет. Чи пахи вара библиотекăшăн - вулакансен йышĕ чакманни.

А.Кириллина.   



27 мая 2020
08:16
Поделиться