Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вăрçă паттăрĕсене хаклани пархатарлă

Кăçал, паллă юбилейсен çулĕнче, район хаçачĕн редакцине шухăша яракан, хумхантаракан çырусем килсех тăраççĕ. Вĕсемпе хисеплĕ вулаканăмăрсене, ентешĕмĕрсене те паллаштарма кăмăллă. Ку хутĕнче, акă, алăра питех те сумлă ĕç тесе калас килет. Çак çыру чылаях аякран - Çĕпĕртен «вĕçсе» çитнĕ. Унăн авторĕ ют çын мар - Элĕк ен çынниех, Ехремкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Любовь Иванова. Хĕр чухнехи пек каласан, Любовь Орлова ку.

Ехремкасси хĕрĕ Çĕпĕрте те хастар

Вăл хăй çинчен те каласа парать. Нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕскере Чăваш çĕршывĕ, тăван кĕтесĕ питех те хаклă-мĕн.

- 1973 çулта Ехремкассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухрăм. Элĕк салинчех ĕçе вырнаçма май килчĕ. Мана автоклуб заведующийĕ пулма шанчĕç. Отпуск вăхăтĕнче пичче патне хăнана Красноярск крайĕнчи Ачинск хулине кайрăм. Шăпам кунта юлма хушрĕ пулинех. Унтанпа 45 çул та иртрĕ. Малтанах çĕвĕçре тăрăшрăм. Чукун çул ĕçченĕн профессине илтĕм те нумай çул ку енĕпе тимлерĕм, - çырса пĕлтерчĕ Ехремкасси хĕрĕ пулнăскер.

Вăл тивĕçлĕ канура та пултаруллă та хастар. Ал ăсталăх ĕçне хĕрÿллĕн кÿлĕннĕ. Çыхать, тĕрлет, эрешлет. Ăна пĕр ырă кун вырăнти чукун çул транспорчĕн ветеранĕсен канашĕн кураторĕ пулма чĕнсе илнĕ. Унтанпа ултă çул та çитнĕ. Любовь Иванова халĕ Ачинскри ветерансен канашне ертсе пырать.

- Çапла, урăх нимех те кирлĕ мар пек. Çапах чун- чĕрере темĕн çитмен пек туйăнчĕ.  Вырăнти телевиденире чăвашсене библиотекăна йыхравлани çинчен пĕлтерÿ куртăм. Красноярск крайĕнчи ентешсемпе тĕл пулас тесе çине тăтăм. Эпĕ çав уява çитрĕмех. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ чăваш артисчĕсен юррисем чун-чĕрене тыткăнларĕç, хама тăван Чăваш Енре пулнă пекех туйрăм. Чăваш наци культурин автономийĕн Президенчĕпе Геннадий Храмовпа паллашсан пушшех те савăнтăм. Халĕ, авă, чăвашсен юхăмĕ пирĕн Ачинск хулинче те анлă сарăлчĕ. «Хĕлхем» вокал ансамбльне йĕркелеме тăрăшсах хутшăнтăм. Халĕ эпир, чăвашсем, пĕр çемьери пек туслă пурăнатпăр. Хулари пур мероприятие те хастар хутшăнатпăр, - пĕлтерет Любовь Александровна.

Элĕк ен хĕрĕ Чăваш автономийĕн 100 çулхи юбилейне тÿпе хывни те куç кĕрет. Иртнĕ çулхи июнь уйăхĕнче Красноярск крайĕнче Чăваш Республикин кунне йĕркеленĕ, музей уçнă çĕрте пулнă. Чăвашсен конференцине те çулленех хутшăнать Любовь Иванова. Чăвашлăха парăннăскер Тав, Хисеп хучĕсене те тивĕçнĕ.

Тĕплĕнрех хаçатăн 39 (11955)-мĕш номерĕнче вуласа пĕлме пулать.

Елена ТИМОФЕЕВА.



29 мая 2020
10:03
Поделиться