Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çимĕкре масарсем çине кĕме чарнă

Июнĕн 7-мĕшĕнче Çимĕк кунне паллă тăватпăр. Ун умĕнхи шăматкун тата çак кун чиркĕве кайса службăра тăрасси тата масарсем çине çитсе хамăртан уйрăлса кайнă çывăх çынсене асăнасси пирĕн тăрăхра йăлана кĕнĕ ĕнтĕ.  Пысăк пĕлтерĕшлĕ уявах шутланать вăл халăхшăн.

Кăçал вара ăна ытти çулхисенчен урăхларах ирттерме тивет ахăртнех.  Анчах та паянхи кунччен те Чăваш Енре коронавируспа çыхăннă лару-тăру çав-çавах çивĕч-ха. Çакна тĕпе хурса майăн 29-мĕшĕнче те республикăри коронавирус сарăлассинчен асăрхатарассипе ĕçлекен оперативлă штаб ларăвĕнче Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская граждансене Çимĕкре масарсем çине кайма юраманнине хытарсах каларĕ.

- Йăлана кĕнĕ тăрăх, çак уявра масарсем çинче халăх йышлă пухăнать. Ытти регионсенчен те тăван тăрăха нумаййăн килеççĕ. Çынсем хăйсемпе пĕрле çимелли, ĕçмелли илеççĕ. Ку чухне масарсем çинче гигиена нормисене пăхăнмалли условисем çук, çынсем пĕр савăтпах усă кураççĕ. Çакă ĕнтĕ коронавируспа чирлекенсен шутне палăрмаллах ÿстерме пултарать, - палăртрĕ республикăри тĕп санитари врачĕ. 

Çавăнпа та Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн 2020 çулхи апрелĕн 3-мĕшĕнчи «Чăваш Республикин территорийĕнче çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ (COVID-19) сарăлассинчен асăрхаттарас тĕлĕшпе пÿлекен тата ытти мерăсен комплексĕ çинчен»  Указĕн виççĕмĕш пункчĕн 4-мĕш подпунктне тĕпе хурса апрелĕн 14-мĕшĕнчен санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ лайăхланиччен, ку тĕлĕшпе уйрăм хушу пуличчен, чиркÿсене çÿреме тата масарсем çине кайма чарнă. Паллах, çынна юлашки çула ăсатнисĕр пуçне.



02 июня 2020
11:42
Поделиться