Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Халăх ăнланулăхĕ кирлех

Иртнĕ эрнере Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев муниципалитетсене коронавирус чирĕпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен штаб çумĕнчи ушкăнсем тухса çÿресси çинчен пĕлтерчĕ. Вĕсен тĕллевĕ – вырăнти лару-тăрупа тĕплĕн паллашасси, кирлĕ пулсан – пулăшасси. Çавăнпа та июнĕн 3-мĕшĕнче Элĕк тăрăхне районăн çĕнĕ кураторĕ, сăмах май вăл Элĕк салинче çуралнă ентеш – Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова килсе çитрĕ.

Чи малтанах Алена Геннадьевна район администрацийĕнче вырăнти оперативлă ушкăнпа тĕл пулчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов муниципалитетри эпидемиологи лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ.

 Чир сарăлма пуçланăранпа 32 тĕслĕх регистрациленĕ, çак вăхăта вĕсенчен 22-шĕ сывалнă. Инфекцие республика тулашĕнче ĕçлекен ентешсем района «çаклатса» килнине те асăнмалла. Вĕсем Шупашкар тата Мускав хулисенчен  тата Мускав облаçĕнчен. Çакна пула çемьесенче 15 çын чирленĕ.

Тĕплĕнрех хаçатăн 41 (11957)-мĕш номерĕнче вуласа пĕлме пулать.

Марина ЛЕОНТЬЕВА.



05 июня 2020
14:20
Поделиться