Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Эмелсене - тÿлевсĕр

2020 çултан пуçласа пуç мимин юн çаврăнăшĕ пăсăлнă, миокард инфаркчĕ пулнă граждансен эмел препарачĕсемпе тÿлевсĕр усă курма право пур.  Çав эмелсене РФ сывлăх сыхлавĕн министерствин хушăвĕпе çирĕплетнĕ.

- «Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешесси» проектпа килĕшÿллĕн регионти регистртан йĕркеленнĕ Элĕк район больницин регистрĕнче 32 çын шутланать. Кусем пурте диспансер сăнавĕнче, çăмăллăхпа усă куракансен йышĕнче, - каласа пачĕ Светлана Иванова врач-кардиолог.

Вăл пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра пĕтĕмĕшле практика врачĕсем, поликлиникăри участокри терапевтсем, неврологсем тата кардиологсем пациентсене эмелсене тÿлевсĕр илме рецептсем çырса параççĕ.

- «Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне пула информатика тытăмне те вăйлатма май пулчĕ.  Çавна май электрон рецептсем çырса пама пултаратпăр. Эмел препарачĕсене туяннă хыççăн пациента поликлиникăна чĕнмесĕрех килне çитерсе пама тăрăшатпăр. Ĕçе çапла йĕркелени хальхи эпидеми вăхăтĕнче уйăрмах меллĕ. Мĕншĕн тесен чĕрепе юн тымарĕсен чирĕпе аптракансен коронавирус амакне лекес хăрушлăх пысăк, - малалла каласа пачĕ Светлана Митрофановна.

Çакна та палăртмалла, пациентсем амбулатори условийĕсенче, урăх çăмăллăхсем çук пулсан, тÿлевсĕр эмел илмелли правăпа çулталăкран мала усă кураймаççĕ. Эмелсене çырса панă рецептсем тăрăх аптека организацийĕсем параççĕ.

«Чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешесси» регион проекчĕн тĕллевĕ - 2025 çул тĕлне 100 пин çын пуçне илсен, чирлесе вилессине 450 тĕслĕх таран чакарасси, çын ĕмĕрне 73 çултан 78 çула çитиччен ÿстересси.

Е.ИВАНОВА.



09 июня 2020
09:08
Поделиться