Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вулама юратакансем йышлă

Чăваш Сурăм тăрăхĕнче пурăнакансем хаçат-журнал вулама юратаççĕ. Иртнĕ çулсене илсен, кунти çыхăну уйрăмĕ районта малта пыни те паллă. Халĕ тата мĕнрен кая-ха вĕсем? Хаçат-журнал çырăнмалли кампание хастар хутшăнаççĕ. Çитес çур çулта кашниех хăй кăмăллакан кăларăма илсе тăтăр тесе тăрăшаççĕ.

Алина Никонорова почтальонка, авă, сумлă сумкипе çула тухма хатĕрленнĕ. Тăватă ял çыннин ыйтăвне тивĕçтерессипе вăй хурать вăл. Тури Хурасан ялĕнче пурăнаканскерĕн маршручĕ самаях тăсăлать. Çавна май утса та, чупса та çÿрет вăл. Çуран, паллах, пурин патне те часах çитеймĕн. Инçе çула кĕскетме майне пĕлет çыхăну ĕçченĕ. Хальхи ытарми çу кунĕсенче Алина Ивановна ытларах велосипедпа çÿрет.

- Малтанах Чăваш Сурăмĕнче çаврăнам-ха. Кунта пурăнакансен ыйтăвне тивĕçтерем. Ыттисем çинчен те манмалли çук. Пурте хăйсен кăларăмĕсене кĕтеççĕ. Кашнин патне çитетĕпех. Çырăнтару тап-хăрĕ те васкама хистет. Июнĕн 1-10-мĕшĕсенче иртекен акцие те хаваспах хутшăнтăмăр. Хаçата йÿнĕрех хакпа çырăнса юлас тесе калакансем те пулчĕç. Хăйсен ĕмĕтне те пурнăçларĕç, - пĕлтерчĕ Алина Никонорова.

Тури Хурасан ялĕнчи Антонина Афанасьева çырăнтару вăхăтĕн-че яланах хастар иккен. Тĕрлĕ кăларăм илсе тăрать, çав шутра районти «Пурнăç çулĕпе» хаçата та. Анатри Хурасанти Римма Андреева, Чăваш Сурăмĕнчи Владимир Николаевпа Валерий Васильев - хаçатăн чăн-чăн тусĕсем. Августина Михайлова 5 экземпляр, Татьяна Васильева 8 экземпляр илсе тăраççĕ.

- Пирĕн почтальонсем тăваттăн. Вун ултă ял çыннин ыйтăвне тивĕçтеретпĕр. Кашниех яваплăха туйни палăрать. Паянхи куна илсен, тĕрлĕ кăларăмсене 350 экземпляр валеçетпĕр. Иккĕмĕш çур çулхи кăтартусем те япăхах пулмĕç, - хыпарларĕ почта çыхăну уйрăмĕн ертÿçи Алина Арсентьева.

Ăна çыхăну ĕçĕнче çĕнĕ çын теме юрать. Вăл почтăна нумаях пулмасть пырса кĕнĕ. Апла пулин те Алина Андреевна хавхаланса, яваплăха туйса тимлени палăрчĕ.

- Хаçат-журналпа тивĕçтерсе пынипех лăпланмалли çук. Нумай тĕрлĕ ĕç пурнăçлатпăр. Çыхăну тытăмĕ чылай енĕпе çирĕп ыйтать. Халăха нумай енлĕ пулăшу паратпăр. Çынсем почтăран татăлма та пĕлмеççĕ. Кашни ырă кăмăлпа пырса кĕни, вĕсен ыйтăвне тÿрĕ кăмăлпа тивĕçтерни савăнăç кÿрет, - тет почта уйрăмĕн ертÿçи.

Халĕ вара çитес çур çул валли тĕрлĕ кăларăма çырăнтарасси вĕçленсе пынă май ял çыннисем вулама юратнине асăнчĕ. Чăваш Сурăм тăрăхĕнче пурăнакансем район хаçатне кăмăллани вара савăнтарчĕ.

Елена ТИМОФЕЕВА.



09 июня 2020
09:07
Поделиться