Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Культура вăл - юрă-ташă çеç мар

Республикăра Чăваш Енĕн социаллă экономика аталанăвĕн комплекслă программине сÿтсе явасси малалла пырать. Ăна республикăри Аслă экономика канашĕ регион ертÿçи Олег Николаев пуçарнипе федераци шайĕнчи специалистсене хутшăнтарса йĕркелет. Çапла майпа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ Алла Салаева ертсе пынипе тата видео-конференц-çыхăну йĕркипе экспертсен ушкăнне йĕркеленĕ «Регионсене Аталантаракан Пĕтĕм тĕнчери Центр» ХАО генеральнăй директорĕ Игорь Меламед хутшăннипе умлăн-хыçлăн виçĕ ĕçлĕ канашлу иртнĕ. Вĕсем пилĕк çуллăха пăхса хунă культура аталанăвĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явнипе вĕçленнĕ.

Пирĕн çĕршывра совет саманинче те, паянхи пурнăçра та культурăна юлнă укçа-тенкĕпе тивĕçтерни вăрттăнлăх мар. Çакăн пек дискриминаци политикине, культурăна валли Золушкăн шăпине хатĕрленĕ пулсан, хăвăртрах улăштармалла. Шăпах çавăнпа ĕнтĕ Чăваш Енри Культура министрĕ Роза Лизакова хăйĕн калаçăвĕнче Программăна туса хатĕрленĕ экспертсене унта культурăн пĕлтерĕшĕ çинчен положени кĕртме сĕннĕ. Вăл республикăн социаллă экономика аталанăвĕн чи кирлĕ факторĕ тата наци пĕртанлăхĕпе хăйне евĕрлĕхĕн никĕсĕ пулĕ. Çакă питех те кирлĕ пулнине палăртнă вăл, республика шăпах нумай нациллĕ-çке.

Регионсем хушшинче «хĕвел айĕнчи вырăншăн» çивĕчленнĕ конкуренци лару-тăрăвĕнче пĕрремĕш плана инвестици рейтингĕсем тата экономика характерĕн ытти кăтартăвĕсем кăна мар, вăл е ку облаçе, республикăна «кĕтсе илмелли» «тумĕ» те мала тухать. Çавăнпа та тулаш тĕнчере Чăваш Ен çитĕнĕвĕсене йышăнни тÿрремĕнех театр, музыка, сăрă тата ытти ÿнер тĕсĕсен хальхи вăхăтри ăстисен çитĕнĕвĕсемпе çыхăннă.

Министр культурăн уйрăмлăхне çын пурнăçĕнчи ĕçĕ-хĕлĕ пек те палăртнă. Вăл ытти отрасльсенчен бюджетран уйăрнă укçа-тенкĕ пысăк пулнипе тата çав вăхăтрах бюджет тулашĕнчи укçа сахал килнипе, культура тытăмĕпе проекчĕсене валли уйăрнă укçа-тенкĕ шайĕ пысăк мар пулнипе уйрăлса тăрать. «Çакă Раççейри ытти регионсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ, - пĕлтернĕ вăл. - Ман шутпа, бизнес-тытăмсем хутшăннипе пултаруллă та хастар ачасене пулăшмалли пилотлă тĕллевлĕ фонд туса хурассине пăхса хуни кирлĕ».

Çакна та палăртмалла, кун пек тĕллевлĕ фондсем тĕнчере тахçанах йĕркеленнĕ. Анчах та Раççейре вĕсем çинчен анчахрах калаçма пуçларĕç. Енчен те вĕренÿре бизнес-тытăмпа патшалăх çыхăнăвĕн ăнăçлă варианчĕсем тупăннă пулсан, сăмахран, компетенци центрĕсем, инноваци шкулĕсем, культурăра хальлĕхе пĕрремĕш утăмсем кăна тăваççĕ-ха. Çав вăхăтрах чылай ÿнер шкулĕ укçа-тенкĕ çителĕксĕр пулнăран, уйрăмах аякри вырăнсенче, пулас музыкантсене, юрăçсене тата художниксене пуçĕпех асамлă ÿнер тĕнчине «путчăр» тесе тĕрлĕ смотр-конкурса, куравсене тата концертсене илсе çÿреме май çитмест. 

Паян Раççейре регионсен социаллă тата экономика лару-тăрăвне танлаштарассипе сахал мар ĕçлеççĕ. Шăпах çав политикăпа килĕшÿллĕн Чăваш Ене валли Раççей Правительстви республикăна социаллă экономика аталанăвĕн харпăр хăй программине ĕçлеттерме виçĕ миллион  тенкĕ укçа уйăрса пани çинчен хушăва алă пуснă. Чи кирли, çак укçапа усă курнă чухне культура пирки манас марччĕ. Çакă питĕ кирлĕ, мĕншĕн тесен, Роза Лизакова каланă тăрăх, паянхи кун регионсем хушшинче культурăна укçа уйăрас тĕлĕшре танмарлăх пур. Çапла, енчен те тĕслĕх вырăнне 1000 çын пуçне уйăрнă укçа-тенкĕн калăпăшне илес пулсан, Чăваш Енре Пушкăртстанпа, Удмуртипе, Карелипе танлаштарсан 20-30 процент пĕчĕкрех.

Финанссем - кирек епле отраслĕн те чи кирлĕ пайĕ пулни сăмахсăрах паллă. Çапах та вĕсем вăл е ку проекта пурнăçа кĕртмелли, отрасле аталантармалли программăн инструменчĕ çеç. Пĕтĕм комплексăн тĕллевĕсене пурнăçлас тесен, ыйтăва татса пама системăллă çул-йĕр хатĕрлени кирлĕ, республика ертÿçи Олег Николаев çакăн çинчен аса илтерсех тăрать. Çав контекстра Роза Лизаковăн сĕнĕвĕ питĕ вырăнлă тата кирлĕ - культурăллă регион бренчĕ туса хумалла, çавăн пекех Чăваш Ен хулисен бренчĕсене те. Çавна май социокультура, наци, культура, çут çанталăк тата этнографи уйрăмлăхĕсене шута илмелле, культура обьекчĕсен эткерлĕхĕпе тата кану вырăнĕсем çинчен манмалла мар.

Хăш-пĕр ĕçсене халĕ тăваççĕ-ха. Çапла майпа, икĕ çул каялла Улатăр хулин ертÿлĕхĕ муниципалитета истори  эткерлĕхĕн хули тесе бренд тăвассипе ĕçсем пуçланă. Пĕтĕмлетĕвĕ паллă - иртнĕ çул Улатăр хули истори тăрăхĕн статусне илчĕ. Çакă брендах мар ĕнтĕ, çапах та ку енĕпе пĕрремĕш утăмсем тунă та.

Бренд вăл - янăракан чĕнÿ е курăмлă логотип çеç мар. Вăл çыннăн ассоциациллĕ шухăшлавĕн пĕтĕм комплексне палăртать: курнине мĕнле кăмăл-туйăмпа йышăнни, шухăшсене палăртни, хаклав шухăшĕ çурални. Министр палăртнă тăрăх, çавна май «культура эткерлĕхĕн пурлăх тата ăс-хакăл объекчĕсене сыхласа хăварас тĕллев пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать, çавăн пекех музейсен концепцине те çĕнĕрен пăхса тухмалла. Историлле çĕнĕ фактсем тупăннине тата Граждан вăрçи çине урăхла пăхнине шута илсе Чапаев ячĕллĕ музея çĕнетмелле. Чăваш наци тĕррине наци бренчĕ пек аталантарни кирлĕ. Паллă бренд çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тума, налук пухассине ÿстерме, туристсене илĕртме пулăшĕ».

Роза Лизакова хуласемпе ял тăрăхĕсен хăйне евĕрлĕхĕ çухалса пыни çинчен пăшăрханнине те палăртнă. Енчен те малтан кашни салан, ялăн, хуласем пирки каламасан та, никамăнни пек мар архитектура сăнĕ пулнă пулсан, тĕслĕхрен, Сĕнтĕрвăрри, Улатăр, Етĕрне, Пăрачкав, Куславкка, халĕ вара шутламасăр историлле пайсемсĕр тунă килĕшÿсĕр суту-илÿ центрĕсем, магазинсемпе кафесем ял тăрăхĕсене пĕрпеклетеççĕ, çавна май хăйне евĕрлĕхĕ, историпе архитектура пĕлтерĕшĕ çухалать.

Культура отраслĕн инфратытăмне аталантарма тата тимлĕх уйăрма ыйтать: Оперăпа балет театрĕн çуртне тĕпрен юсасси, хальхи истори архивĕн управ фондне туса хурасси, «Пĕрремĕш чăваш космонавчĕн Андриян Николаевăн сад-комплексне», малтанхи «Родина» кинотеатрăн çуртне, Наци музейне, çавăн пекех муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче хăш-пĕр объектсене реконструкцилесси.

Паллă ĕнтĕ, Роза Лизакова ведомство ертÿçи пулнă май, пĕр отрасль енĕпе яваплă пулнăран ытларах, мĕн ыратни çинчен калаçнă. Çав вăхăтрах Чăваш Ен аталанăвĕн Программин авторĕсенчен пĕри, стратег тата ученăй Игорь Меламед, çавăн пекех правительствăра социаллă блокшăн яваплă Алла Салаева ыйтусене татса парасси çине тимлĕх уйăрнă.

Пĕтĕмĕшле министрăн позицине тĕпе хурса: «Эпĕ Роза Михайловна мĕншĕн реконструкци тата юсав ĕçĕсем çине куçса кайнине ăнланатăп», - тесе пĕлтернĕ Алла Леонидовна. Видео-конференц-çыхăнăва хутшăнакансене тепĕр хут аса илтернĕ: «Эпир çыракан программа çак тĕллевсенчен килет: çамрăксем республикăран тухса ан кайччăр; туризм аталантăр; çынсем Чăваш Енре пурăннипе мухтанччăр... Пирĕн хамăр мĕн тата мĕнле тĕллевпе тунине ăнланмалла».

Пĕчĕк пайсем çинчен манса каймасăр чи кирлине палăртма, пĕтĕм вăя тĕп енсем çине яма пĕлни кирек епле программăна ĕçе кĕртме кирлĕ услови пулса тăрать, уйрăмах стратегиллĕ пулсан. Çакăн çинчен Чăваш Ен ертÿçи Олег Николаев правительствăн тĕрлĕ канашлăвĕсенче пĕрре мар калаçнă. Çавăнпа та Программăна кĕртмелли конкретлă тĕллевсене лартни çинчен Алла Салаева калани Олег Николаев ыйтнин тĕп çул-йĕрĕ çине килĕшÿллĕн «выртнă».

- «Культура», «Пултаруллă çынсем», «Цифра культури» наци проекчĕ- сен планĕсем пĕр программăпа çыхăнни питĕ кирлĕ», - паллă тунă Алла Леонидовна. Çакă çынсен пурнăçĕн пахалăхĕ çинче палăрĕ. Пĕлтерĕшĕ енчен, çаксем - чун туртнă вырăнсем: библиотекăсем, театрсем, музейсем. Шăпах вĕсем тавра хăтлă пурнăç йĕркеленет те. Анчах та эпир тĕллевсене пурнăçласан кăна. Шăп та шай ун чухне çынсем: «Пирĕн Чăваш Енре пурăнас килет. Кунта хăтлă та таса», - тейĕç.

Ун сăмахĕсем тăрăх, хула агломерацийĕсем майĕпен пĕтеççĕ. Уйрăмах çакă коронавирус эпидемийĕ вăхăтĕнче курăнчĕ. Çапла майпа Чăваш Ен пек регионсен пурăнма хăтлă регион ятне илме май тупăнчĕ. Анчах та çак майпа усă курмасан, Алла Салаева каланă пек, «культура та, кăмăл-туйăм та, пулăмсемпе çыхăннă япаласем те, библиотекăсен, театрсен, музейсен пахалăхлă продукчĕсем те пулмĕç, вĕсем вырăнне кăмăл-туйăм чухăнлăхĕ пулĕ».

Алексей КРЯЖИНОВ.



19 июня 2020
13:00
Поделиться