Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Медицина ĕçченĕ пулмах çуралнă

Пирĕн çĕршывра Медицина ĕçченĕн кунĕ кăçал 40-мĕш хутчен иртет. Вăл çулсеренех июнь уйăхĕн виççĕмĕш вырсарникунĕнче килет. Çавна май мĕнпур сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕ професси уявне паллă тăвать. Медицина профессийĕ çынна сыватассипе çыхăннă.  Сывлăх сыхлавĕ тата медицина кашни çыншăн чи кирлĕ сфера шутланать. Çак ĕçе чунтан парăннă çынсем вара вĕсем чăннипех те пысăк чыса тивĕç.

Ĕç - пурнăç тыткăчи тесе ахальтен каламан. Çакăнтан тĕрĕсрех сăмахсем çук та пулĕ. Этем юратнă ĕçре те пурнăç тĕллевне, илемне тупать. Медицина ĕçченĕн ĕçĕ пархатарлă та питĕ яваплă. Çакна питĕ лайăх ăнланать Элĕкри тĕп больницăра отоларинголог кабинетĕнче нумай çул медицина сестринче ĕçлекен Майя Архипова. Вăл çынна ăшă сăмахпа, тĕрĕс çул кăтартса, ырă сĕнÿ парса кăмăла çĕклемеллине аванах туять. Чăннипех те ăшă сăмах вăл эмел вырăннех чылай чухне. Майя Семеновна ватти-вĕттипе те пĕр чĕлхе тупса калаçма май тупать. Çынпа пĕрле кулянма та, савăнма та пĕлет, çыннăн йывăрлăхне ăнланать, кирлĕ чухне лăплантарать. Çавăнпах ăна ĕçре ырăпа палăртаççĕ.

Сăмах май, Майя Архипова Кĕçĕн Тăван ялĕнчен. Вăл çак ял каччипех çемье çавăрнă. Юрий мăшăрĕпе икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Ырă кăмăллă, чун-чĕреллĕ хĕрарăм ĕçре те маттур, килте те хастар. Вăл Кĕçĕн Тăван клубĕ çумĕнчи «Тăванлăх» фольклор ушкăнне хутшăнать. Ал ĕçĕ тăвас енĕпе те ăста. Тĕпелте тăрмашассипе те ăна çитекенни çук. Юрлас-ташлас пултарулăхĕ иксĕлми çăлкуç пек тапса тăрать унăн. Унăн аппăшĕ Ира та медицинăнах суйланă. Сăпайлă та ĕçчен медицина сестри. Спортпа та çывăх. Хĕлле йĕлтĕрпе туслă, çулла - велосипедпа.

Майя Семеновна 29 çул медицинăра тăрăшать. Ялти шкултан вĕренсе тухсан вăл Шупашкарти медицина училищине вĕренме кĕнĕ. 1991 çулта унта вĕренсе специальноçа алла илсе тухсанах ĕçе пуçăннă. Шупашкарти Перинаталь центрĕнче хăйĕн ĕç стажне пуçланă. 1997 çулта Элĕкри ача çуратмалли уйрăма куçнă. Пĕр вăхăт Ирина аппăшĕпе иккĕшĕ те унта ĕçленĕ. Кайран, çав çурта хупсан, акушерсен ĕç вырăнĕ те çухалнă. Майя ун хыççăн район больницин поликлиникине куçнă. Хăлха, пыр, сăмса тĕрĕслекен кабинетра ăна валли ваканси  тупăннă. Унтанпа хăйĕн ăсталăхне ÿстернĕ, чылай çĕннине алла илнĕ. Халĕ вăл пултаруллă та ăшă кăмăллă сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсенчен пĕри. Кирек хăш вăхăтра та пулăшу пама хатĕр. Çакăнтан курăнать те ĕнтĕ сывлăх сыхлавĕ унăн чи юратнă ĕçĕ пулни.

Паллах, сывлăх сыхлавĕн ĕçĕнче тĕрлĕрен лару-тăру сиксе тухма пултарать: йывăр пациент, тухтăра пулăшу кÿресси, чирпе çыхăннă диагноза уçăмлатни тата ытти те. Кун пек чухне вăл нихăçан та айккинче тăмасть, йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ чирлĕ çынна пулăшма васкать. Шурă халатлă специалистăн тĕллевĕ - çынна ытларах ырă тăвасси, кăткăс лару-тăрура ăна алă тăсса пулăшасси. Çакна пĕрре мар коридорта ЛОР кабинечĕ умĕнче е урăх черетре ларакан палланă е палламан çынсемпе калаçса сĕнÿ парса пулăшнине курнă.

- Хама ачаранах ырă çын пулма вĕрентнĕ аттепе аннене тав тăватăп. Вĕсем пире, пилĕк ачине, аслисемпе, кирек кампа та сăпайлă, ăшă кăмăллă, йывăрлăхра пулăшма вĕрентнĕ. Ахальтен мар пулĕ эпĕ çавăнпах медицина ĕçне суйласа илнĕ,- чылай çул хушшинче медицинăра та, кулленхи пурнăçра та туптанса çирĕпленнĕ кăмăлне палăртса пĕлтерет Майя Семеновна медицина сестри.  

А.КИРИЛЛИНА.



19 июня 2020
12:59
Поделиться