Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Конкурссем Элĕк ен çинчен каласа параççĕ

Нимĕнле уяв та культура ĕçченĕсемсĕр иртмест тесен те тĕрĕс пулĕ. Кăçал Чăваш автономийĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалланă мероприятисем инçет мелĕпе иртнĕрен вĕсен ĕçĕсемпе «ВКонтакте» тата «Одноклассники» социаллă сетьсенче паллашма кăмăллă пулчĕ. Хăйсен пултарулăхĕпе кăна мар, Элĕк енĕн маттур çыннисем çинчен каласа пачĕç видео ĕçĕсенче тата презентацисемпе сăн ÿкерчĕкĕсенче. #Мастера-ЗемлиАликовской хештегпа юбилей тĕлне хатĕрленĕ ĕçсенче Элĕк тăрăхĕнчи алĕç ăстисем çинчен каласа панă, вĕсем хутшăннипе хатĕрленĕ ăстаçă урокĕсемпе паллаштарнă. Ку хештегпа хатĕрленĕ сăн ÿкерчĕксен онлайн куравĕ те куракансене тыткăнлать.

Çавăн пекех #100фактовоЧувашии тата #ВыдающиесяЛюдиЧувашии хештегпа хатĕрленĕ ĕçсенче Элĕк енре çуралса ÿснĕ паллă çыравçăсен пултарулăхĕпе, вĕсен хайлавĕсемпе паллаштарнă. Илле Тукташ, Александр Артемьев, Борис Марков, Александр Галкин ячĕсем социаллă сетьсемпе усă куракансене тепĕр хутчен Чăваш Енĕн мухтавĕпе чапĕ çинчен аса илтерчĕç.

Уяв мероприятийĕсене аслисемпе танах ачасем те хастар хутшăнни кăмăла çĕклет. Тĕрлĕ ăру хушшинчи çыхăну ку чухне тĕвĕленсе çирĕпленет те. Мăн Кăканар ялĕнчи Семеновсем хальхинче те Чăваш автономийĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалланă «Чăваш Ен манăн чĕрере» онлайн конкурса çемйипех хутшăнма кăмăл турĕç. Ăна валли видеопрезентаци хатĕрленипе пĕрлех чăваш тумĕ тăхăнса сăн ÿкерĕнессипе палăрчĕç.



23 июня 2020
08:26
Поделиться