Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вăрçă паттăрĕсем ĕмĕрех асра пулĕç

Июнĕн 22-мĕшĕ - Асăнупа хурлăх кунĕ. Çавна май Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Шупашкар хулинчи «Çĕнтерÿ» мемориал комплексĕнчи Ĕмĕр сÿнми çулăм умне чĕрĕ чечексем хунă.

Хурлăхлă мероприятие çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн членĕ Вадим Николаев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршинова тата Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Вячеслав Борисов, Чăваш Республикин ĕç тăвакан органсен ертÿçисем тата ыттисем те хутшăннă.

Мероприятие хутшăннисем Тăван çĕршыва хÿтĕлессишĕн пынă çапăçусенче пуç хунисене чысласа пĕр минут шăп тăнă.

Ун хыççăн Олег Николаев журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравланă. Вăл Чăваш Енре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул тултарнипе килĕшÿллĕн фронтра паттăррăн çапăçса пуç хунисене тата тылра вăй-хала шеллемесĕр ĕçленисене ĕмĕрĕпех асра тытас тĕллевпе чылай ĕç тунине палăртнă. Вăрçа хутшăннисем çинчен астăвăма пĕрле пухас тĕллевпе архивпа документ материалĕсен центрĕсем тăваççĕ. 2021 çула Чăваш Енре Сăр тата Хусан хÿтĕлев вырăнĕсене тунисен ĕçри паттăрлăхĕн çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ.

«79 çул каялла хăрушă вăрçă пуçланнă. Чăваш халăхĕ фронта 208 пин ытла ывăлĕпе хĕрне ăсатнă. Сăр тата Хусан хÿтĕлев вырăнĕсене çĕклеме 200 пин çын хутшăннă, ытларахăшĕ хĕрарăмсемпе ачасем. Эпир материалсене тĕпчес енĕпе мĕн кирлине пĕтĕмпех тăватпăр. Çав йывăр ĕçе хутшăннисемпе калаçатпăр. Турист объекчĕсем пулĕç. Вĕсем çав йывăр тапхăра уçăмлатĕç. Çаксем пурте çитĕнекен ăрăва воспитани парас енĕпе питех те пĕлтерĕшлĕ», - палăртнă Олег Николаев.

Н.СМИРНОВА.



23 июня 2020
08:29
Поделиться