Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕмĕчĕсем çутă, ĕçĕ-хĕлĕ ăнăçуллă

Июлĕн 4-мĕшĕнче - Пĕтĕм тĕнчери коопераци кунĕ. Кăçал çак уяв паллă тапхăрта - Чăвашпотребсоюз пĕр ĕмĕр тултарнă çул иртет.

Элĕк кооператорĕсем юбилей çулне тивĕçлипе кĕтсе илеççĕ. Вĕсем хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа кăтартусене лайăхлатса пыраççĕ. Районти суту-илÿ ĕçченĕсем республика, Раççей шайĕнче те малта пыраççĕ. Вĕсем пархатарлă ĕçĕпе чыс-хисепе те тивĕçлĕ.

Юлашки тапхăрти ĕç-хĕл кăтартăвĕсем мĕн çинчен калаççĕ-ха? Çавăн çинчен тĕплĕнрех райпо канашĕн председательне Юрий Харитонова каласа пама ыйтрăмăр.

- Юрий Александрович, Эсир хăвăр сăмахăра мĕнрен пуçланă пулăттăр?

- Чи малтанах хамăр предприяти çинчен чарăнса тăрам-ха. Пуриншĕн те паллă ĕнтĕ, районти потребительсен обществи çулĕпе илсен, çамрăккисен шутĕнче мар, самаях çулланчĕ ĕнтĕ. Çав вăхăтрах бюджет йĕркелекен чи пысăк предприяти те шутланать. Элĕк тата Çĕмĕрле районĕсен потребительсен рынокне аталантарассипе те пысăк ĕç тăвать. Районти потребительсен кооперацийĕ пурăнать кăна мар, малаллах аталанать вăл. Хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе пĕлтерĕшне кăтартса парать. Хальхи конкуренци условийĕсенче шав  малаллах пăхатпăр тесе калас килет.  Умри тĕллевсене тивĕçлипе пурнăçласа пырассишĕн кулленех тăрăшатпăр.

- Апла пулсан, конкретлă кăтартусем çине куçар-ха. Сирĕн ку енĕпе каласа памалли сахалах мар пулĕ.

- Ыррине, лайăххине палăртма та кăмăллă. Чăвашпотребсоюз тытăмĕнчи Элĕкри райпо - Раççей Федерацийĕн Центросоюз тытăмĕнчи потребительсен кооперацийĕн организацийĕсем хушшинчи «Ĕç-хĕл отраслĕсене ăнăçлă аталантарассишĕн» Пĕтĕм Раççейри 2019 çулхи ăмăртура мала тухрĕ. Райпо пĕтĕмĕшле ĕç-хĕле аталантарассипе виççĕмĕш вырăна, пĕрлештернĕ хатĕрлев енĕпе - иккĕмĕш, обществăлла апатлану, хатĕрлев ĕçĕ тата йăла пулăшăвĕ енĕпе виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕ. Мухтанмастăп, çапах та çакна палăртма кăмăллă. Элĕк кооператорĕсем - Центросоюз тата Чăвашпотребсоюз тытăмĕн лидерĕсем. Элĕк тата Çĕмĕрле районĕсенче пурăнакансене таварпа тата пулăшупа тивĕçтеретпĕр. Пĕлтĕр кăна халăхран 9 пин тонна ытла сĕт сутăн илнĕ. Потребительсен кооперацийĕн хатĕрлес, тирпейлес, сутас ĕçĕн йĕрки - «Уй-хиртен сентре таран». Центросоюзăн экономика кăтартăвне Раççейри 71 регионти 2300 потребительсен обществи хутшăнать. Çак пысăк йышра малти вырăна йышăнни, паллах, пархатарлă.

- Юрий Александрович, кăçалхи ĕç-хĕле кĕскен пулин те тишкерер-ха. Тĕнчипе сарăлнă усал чир кооператорсенчен те аякпа иртменни, чăрмав кăларса тăратни паллă-ха.

- Çапла, пандеми тапхăрĕ пĕтĕм ĕç йĕрки çине япăх витĕм кÿрет. Епле пулсан та малаллах ĕçлемелле. Çав хушăрах санитарипе гигиена, сыхлăх йĕркисене пăхăнмасăр та май çук. Усал чиртен сыхланса ĕçлесех ÿсĕмсем тунине палăртма аван. Сăмахран, ваккăн сутмалли тавар çаврăнăшĕ енĕпе 205298 пин тенкĕлĕх ĕç тунă, плана 103,45 процент пурнăçланă.

Районти потребительсен обществин çул-йĕрĕ паллă ĕнтĕ. Суту-илÿ, обществăлла апатлану, производство, хатĕрлев ĕçĕ, йăла пулăшăвĕ, аптека ĕçĕ-хĕлĕ енĕпе вăй хуратпăр. Ĕмĕт-тĕллевĕ малаллах чĕнет - ăнăçлă ĕçлесе пымалла.  Çавна тĕпе хурса тимлеççĕ те кооператорсем. Вырăнсенчи суту-илÿ предприятийĕсем, магазинсем ырă ĕç тунине палăртас килет.  Вĕсем нумай енлĕ вăй хураççĕ - тĕрлĕ таварпа тивĕçтереççĕ, халăхран сĕт пухаççĕ, эмел курăкĕсем те янтăлаççĕ. Çавăн пекех халăха чăх-чĕп, кайăк-кĕшĕк туянтарассипе те тимлеççĕ.  Экономика ăмăртăвĕнче Мăн Вылă, Шĕмшеш, Ураскилт, Кĕçĕн Тăван, Чăваш Сурăм, Карачура, район центрĕнчи магазинсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.

Пандеми тапхăрĕ обществăлла апатлану предприятийĕсен ĕçĕнче чăрмав кăларса тăратрĕ. Çапах та вĕсем хупăнса ларнă тесе калас килмест. Кусем пĕчĕккĕн пулин те малаллах ĕçлеççĕ. Çак тытăмра вăй хуракансен ĕç вырăнĕсене сыхласа хăварнă. Тутлă апат-çимĕç ăстисене тÿлессине те йĕркеленĕ.  Çăкăр завочĕ, улма-çырла комбиначĕ сыхлăх йĕркине пăхăнса яланхиллех ĕçлеççĕ, тĕрлĕ продукци туса кăлараççĕ.

- Пурлăхпа техника базине пуянлатса, çирĕплетсе пырасси çине мĕнле пăхатăр?

- Райпо тытăмĕнче ваккăн суту-илÿ енĕпе 67 предприяти ĕçлет. Çав шутран Элĕк енре 52 магазин. Вĕсене пăхса, юсаса, çĕнетсех тăратпăр, çĕнĕ оборудовани вырнаçтаратпăр. Пур суту-илÿ, производство предприятийĕсем çине те - пысăк тимлĕх. Ку чухнехи çĕнĕ оборудовани вырнаçтарни ĕç пахалăхне, условисене лайăхлатма та май парать. Кăçал кăна çĕнĕ сĕт турттармалли икĕ машина, çăкăр турттармалли техника та туяннă. Районти потребительсен обществинче, тĕпрен илсен, опытлă, тăрăшуллă çынсем. Вĕсем малашне те яваплăха туйса, тивĕçе ăнланса вăй хурасса шанатăп. Пурне те Пĕтĕм тĕнчери коопераци кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, кулленхи пурнăçра ăнăçу сунатăп.

Елена ТИМОФЕЕВА калаçнă.



03 июля 2020
09:52
Поделиться