Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кандидатсем вырăнти депутатсемпе тĕл пулчĕç

Кăçал сентябрĕн 13-мĕшĕнче эпир Чăваш Республикин Пуçлăхне суйлатпăр. Паянхи куна республика ертÿçи пулас шухăшлă 10 кандидата регистрациленĕ.  Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ июлĕн 9-мĕшĕнче пирĕн районта пулчĕç. Кандидатсем районти депутатсемпе тĕл пулса хăйсемпе тата хăйсен суйлав программисемпе кĕскен паллаштарчĕç.

Палăртмалла, ку тĕлпулусене республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн пуçарăвĕпе йĕркелеççĕ, тĕллевĕ - пур кандидата та пĕр пек условисем туса парасси.

Районти Культура çуртĕнче иртнĕ тĕлпулăва муниципаллă пĕрлешÿсен Канашĕн пурнăçлакан директорĕ  Станислав Николаев ертсе пычĕ.  Вăл çакăн пек тĕлпулусем кашни районпа хулара иртессине каларĕ. Тĕлпулусем Шупашкарта июлĕн 15-мĕшĕнче вĕçленеççĕ.

Культура çуртĕнче иртнĕ тĕлпулура вара чи малтанах  КПРФ кандидачĕ Александр Андреев тухса калаçрĕ. Вăл хăйĕн биографийĕпе паллаштарчĕ. Александр Михайлович  Кÿкеçре  çуралнă, политикăра 2005 çултанпа. 2016 çултанпа вăл КПРФ фракцийĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ. Хăйĕн программи пирки каланă май Александр Андреев вăл виçĕ пайран тăнине палăртрĕ: политика, экономика тата социаллă пайсем. Политика пайĕнче ял тăрă-                                                                                                хĕсен, хуласемпе районсен пуçлăхĕсене суйласси патне таврăнмаллине пăхса хунă. Экономикăна илес пулсан, инвесторсем валли условисене уçăмлатмаллине каланă. Социаллă пурнăçра граждансене пулăшакан ятарлă программăсемпе ытларах ĕçлемеллине палăртрĕ.

Кандидатурине суйлава хăй тăратнă Андрей Ильдеменов Шупашкарта çуралнă, Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетĕнче вĕреннĕ, Мускаври управлени институчĕн аспирантурине пĕтернĕ.  Диссертаци хÿтĕленĕ хыççăн Мускав облаçĕнче ĕçлеме юлнă.

Андрей Сергеевич хăй мĕншĕн республика Пуçлăхĕ пулма шутланине çапла ăнлантарчĕ: уншăн тăван Чăваш Енĕн шăпи пĕлтерĕшлĕ. Унсăр пуçне, респуб- ликăри çăмăл мар экономика лару-тăрăвĕ унăн автономине вăйсăрлатма пултарать. Кандидат хăйĕн ятарлă инвестици портфелĕ пуррине те палăртрĕ. Çавăн пекех вăл пĕчĕк тата вăтам бизнеса тĕрев памалли пирки каларĕ.

«Патриоты России» парти тăратнă кандидат Сергей Матвеев Шупашкар районĕнче çуралнă. Икĕ аслă пĕлÿллĕ. 2015 çулта Шупашкар район депутачĕ пулнă. «Манăн тĕллев - республикăн кашни гражданинне пулăшасси: пĕр çынна та тимлĕхсĕр хăвармалла мар», - палăртрĕ хăйĕн шухăшне Сергей Петрович.

«Партия пенсионеров за социальную справедливость» представителĕ Николай Степанов Комсомольски районĕнче çуралнă. Студентсен отрядĕнче пуçланнă унăн ĕç биографийĕ, вăл Шупашкар хулин депутачĕ те пулнă. Паянхи кун Пенсионерсен  партийĕн регионти уйрăмне ертсе пырать. Николай Алексеевич чи малтанах республикăн экономика  ĕç-хĕлĕн аудитне ирттермеллине каларĕ. Ĕçе малтанхи пек «пилĕк- çуллăхсемпе» йĕркелемелле. Правительствăра вара профессионалсем кăна пулмалла. «Чи малтанах муниципалитетсен планĕсене тĕпе хумалла, унтан вара укçа-тенкĕ уйăрмалла; учительсемпе врачсем, сахал тупăшлă граждансем валли социаллă кил-çурт строительствине йĕркелемелле», - терĕ Николай Степанов.

Шупашкар хулинчи Юрий Шакеев кандидатурине хăй тăратнă. Вăл экономика тата юридици пĕлĕвĕ илнĕ. Юрий Алексеевич – блогер, обществăлла ĕç-хĕле активлă хутшăнать. Вăл влаçа критиклемелли пирки калать.

Пур кандидат та тухса калаçнă хыççăн депутатсем ыйтусем пачĕç. Мероприяти хыççăн пухăннисен кандидатсемпе уйрăммăн калаçма май пулчĕ.

Марина ЛЕОНТЬЕВА.



14 июля 2020
08:58
Поделиться