Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕк ен малаллах вăй илĕ, аталанĕ, хитреленĕ

Çак кунсенче Элĕк районĕнче ĕçлĕ тĕлпулупа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăхĕ министрĕ Сергей Артамонов тата Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова пулчĕç.

Канашлăва ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç. Кун йĕркинчи тĕп ыйту - Элĕк районĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тата ял хуçалăх производствине тишкересси пулчĕ. Малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов сăмах илчĕ.

- Элĕксем ырă ĕмĕтпе пурăнаççĕ. Района пур енлĕ ăнăçлă аталантарса пырасси - тĕп тĕллев. Ку енĕпе умра - пысăк ĕçсем. Нумай объект палăртса хутăмăр. 38 проекта пурнăçа кĕртмелле, пурĕ 54 млн. тенкĕлĕх ĕç тумалла. Кунта çул-йĕр строительстви паллă вырăн йышăнать. Районти 115 яла лайăх çулпа тивĕçтермелле. Вĕсене тирпей-илем, хăтлăх кĕртесси те пĕлтерĕшлĕ. Пушара хирĕçле мероприятисене ĕçе кĕртмелле. Пĕвесене, шыв кÿлленчĕкĕсене юсамалла. Халăха шывпа тивĕçтермелле. Шыв пăрăхĕсене юсаса çĕнетмелле. Ку енĕпе Янкурас тата Смородино ялĕсенче тăрăшаççĕ, - палăртрĕ Александр Николаевич.

Вăл каланă тăрăх, район центрĕнче тасатакан сооружени кивелсе япăхнă. Ăна тĕпренех юсаса çĕнетме ял хуçалăх министерстви укçа-тенкĕ уйăрса панă. Объект кăçалхи кĕр кунĕсенче ĕçе каймалла. Элĕк салине пысăклатассипе вăй хумалла. Çапла ырă шухăш-тĕллевсем малаллах чĕнеççĕ. Пухăннисене ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов каланине итлеме кăмăллă пулчĕ. Вăл ял хуçалăх отраслĕнчи тĕп программăсемпе паллаштарчĕ.  Çавăн пекех Элĕксем пуçарулăх бюджечĕн программине хастар хутшăннине асăнчĕ.

- Ку программа ĕçĕ-хĕлĕ малалла та тăсăлĕ, çапах та условийĕсем улшăнĕç. Пĕр проектшăн чи пысăк сумми 5 млн. тенкĕрен иртмĕ. Пĕр ял тăрăхĕнчен темиçе проект та тăратма юрать.  Пĕтĕмĕшле сумма 10 млн. тенкĕ- рен мала пулмалла мар, - терĕ Сергей Геннадьевич.

Министр Элĕксен ял хуçалăх производствин аталанăвĕн кăтартăвĕсене республика шайĕнчипе танлаштарса тишкерчĕ. Вăл çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ, уй-хир ĕçĕсене, ял территорийĕсене аталантарнă çĕрти инвестици проекчĕсене пурнăçланă чухнехи патшалăх пулăшăвĕн меслечĕсемпе çĕнĕлĕхсем çинчен тĕплĕн ăнлантарчĕ.

- Тăрăшса, вăй хурса ĕçлемелле, патшалăх пулăшăвне илессипе те пуçарулăх кăтартмалла, тытăнса тăмалла мар. Элĕксем ку енĕпе питех тимлеççĕ теме çук-ха, - палăртрĕ Сергей Артамонов.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисен ыйтса пĕлмелли те пулчĕ.

Сергей Волков хресчен-фермер, сăмахран, пахча çимĕç туса илес енĕпе ăнăçлă ĕçлет. Ĕç-хĕле кирлĕ пек йĕркелесе пырса ÿсĕм тăвать, тупăш илет. Çав вăхăтрах ăна чăрмав кÿрекенни те юнашарах. Такăр, лайăх çул кирлĕ ăна. Çав пурлăх бази, складсем патне çитересшĕн. Ку енĕпе çăмăллăхпа усă курасшăн хастар фермер. Шел, ку объектăн проектне хатĕрлемен.  Çавна валли вырăнти укçа-тенкĕ сахал мар кирли те чăрмав çĕнĕлле ĕçлекеншĕн. Владимир Узянов фермер та районта малтисен ретĕнче. Вăл паха вăрлăх туяннă тата ытти чухне те çăмăллăхпа усă курма шутлать.  Мĕнех, ку енĕпе майсем пурри шанăç кÿрет ăна.

- Техника культурисене ытларах акса-лартма тăрăшăр. Çак енĕпе ытларах ĕçлесен пулăшу та пысăкрах пулĕ, - терĕ Сергей Геннадьевич.

Вăл ял хуçалăх техникине çĕнетме лайăх майсем пуррине асăнчĕ. Çак юлашки икĕ çулта çĕннине туянассипе тимлеме сĕнчĕ. Сăмахран, Волжскри комбайн завочĕ Чăваш Ен аграрийĕ- сене пысăк шанăç кÿрет. Юлашки вăхăтра кăна республикăри «Уй кунĕ-2020» курав-демонстрацире ял хуçалăх министерствипе «Волжскри комбайн завочĕ» общество техникăна йÿнетсе парассипе килĕшÿ тунă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн комбайн, трактор туянса тăкакланнин 55 процентне каялла илме пулать.

Элĕк, Крымсарайкка, Тавăт, Ехремкасси ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Александр Ефремов, Владимир Никоноров, Анатолий Васильев тата Вячеслав Ефимов ял хуçалăх отраслĕнчи чылай çăмăллăхсемпе интерес- ленчĕç, çийĕнчех хуравне те илчĕç.

- Икĕ-виçĕ çултан мĕнле те пулин объект çĕклес кăмăл пур пулсан - проектне халех хатĕр- лемелле, - сĕнÿ пачĕ ял хуçалăх министрĕ.

Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ, пирĕн ентеш Алена Елизарова та пухăннисем умне чылай çĕнĕлĕх кăларса тăратрĕ.

- Хальхи вăхăтра чухăнлăха чакарасси малти вырăна тухса тăчĕ. Çавна май тĕрлĕ категорири халăха хушма тÿлев парасси сарăлсах пырать, - терĕ Алена Геннадьевна.

Канашлăва Чăваш Агрохимцентрăн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Коршунов, «Чăваш агрохлебпродукт» акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ Юрий Степанов, Чăваш Ен ял хуçалăх министерстви çумĕнчи общество канашĕн председателĕ, Чăваш аграри академийĕн инженери факультечĕн деканĕ Николай Пушкаренко хутшăнчĕç.

Паллă ĕнтĕ, Элĕк енре ял хуçалăх специалисчĕсем çитмеççĕ. Ку енĕпе ырă улшăну тума майсем çителĕклĕ. Чăваш аграри академине вĕренме пыма сĕнÿ пачĕ унăн представителĕ. Кунта кăçал бюджет вырăнĕсем те сахалах мар-мĕн. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов кăмăл пуррисене укçа-тенкĕ уйăрсах вĕрентесси çинчен пĕлтерчĕ.

Сергей Геннадьевич ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисен мĕнпур ыйтăвĕ çине хуравларĕ. Юлашкинчен тĕлпулăва хутшăннисене кирлĕ те усăллă калаçушăн тав турĕ.

Елена ТИМОФЕЕВА.



24 июля 2020
11:00
Поделиться