Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Инициативлă бюджета пуçаруллисем пурнăçа кĕртеççĕ

2017 çултанпа «Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарусене тĕпе хурса обществăлла инфратытăма аталантарассипе çыхăннă проектсене пурнăçа кĕртесси çинчен» Чăваш Ен Пуçлăхĕн

Указне тĕпе хурса регионти ялсенче сахал мар ĕç туса ирттереççĕ.

Ÿркенменнисене республика та пулăшать

 Ку чухне чи пĕлтерĕшли, патшалăх ял-салара пурăнакансене хăйсене вырăнти чи çивĕч ыйтусене палăртма май парать. Вĕсене епле татса панине те аякран сăнаса тăмасть-ха. Хăйсем пурăнакан вырăна хăтлăхпа тирпейлĕх, илем кĕртме укçан та тивĕçтерет. Çÿлерех асăннă Указпа килĕшÿллĕн ял-салара пурăнакансем пуçарулăх бюджечĕпе  уйăрнă укçапа коммуналлă хуçалăх, вăл шутра çутăпа, ăшăпа, газпа тата шывпа тивĕçтерекен объектсене тума, юсама пултараççĕ. Çавăн пекех ялсен, нумай хваттерлĕ çуртсен картиш территорийĕ- сене хăтлăх кĕртме те, урамри çутăсем çине те яма ирĕк пур.

 Кунсăр пуçне патшалăх тивĕçтерекен укçа-тенкĕпе социаллă тата культура сферинче те усă курма май пур. Унпа килĕшÿллĕн укçа-тенке ялти культура çурчĕсемпе клубсене, шкулсемпе ача сачĕсене, физкультурăпа спорт объекчĕсене, спорт лапамĕсемпе стадионсене йĕркеленĕ çĕре те яма юрать.

Çынсен канăвне йĕркелеме май паракан, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерекен объектсене те тума тата юсаса çĕнетме чармасть çÿлерех палăртнă саккун.  Унччен питех пысăк тимлĕх уйăрман масарсемпе палăксене те тивĕçлипех хăтлăх кĕртме май парать пуçарулăх бюджечĕ.

 Пĕвесене тасатассипе, пушар хăрушсăрлăхне тĕпе хурса çĕнĕ пĕве тăвассипе çыхăннă чылай ял çыннин ыйтăвне те татса парать çак Указ. Анчах та ку чухне алă тăсса ларнипех çÿлтен ыт ахальлĕнех укçа-тенкĕ пăрахса парасса кĕтнин усси çук. Ял-сала çыннин хăйĕн хастарлăх кăтартмалла, вăл е ку ыйтăва татса панă чухне хăйĕн кĕсйинчен те нухратне кăларса хумалла.

 Район администрацийĕн строительство, архитектура, çурт-йĕрпе çул-йĕр хуçалăхĕсен пай начальникĕ Александр Терентьев пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çулсенче «Инициативлă бюджет» программăна хутшăнакансене вăл е ку проекта пурнăçа кĕртме унăн суммин 60 процентне республика саплаштарнă пулсан, тепĕр 40 процентне ял çынни, вырăнти хăй тытăмлăх органĕ, район, уйрăм предпринимательсем хывнă. Паллах, ку чухне спонсорсем пулăшу кÿни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. 2019 çул вĕçĕнче вара «Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарусене тĕпе хурса обществăлла инфратытăма аталантарассипе çыхăннă проектсене пурнăçа кĕртесси çинчен» Чăваш Ен Пуçлăхĕн Указне хăш-пĕр улшăнусем кĕртнĕ. Унпа килĕшÿллĕн 15,3 пин çынран сахалрах пурăнакан муниципалитет районĕсене пуçарулăх проекчĕсене пурнăçа кĕртнĕ чухне 80 процентне республика саплаштарассине палăртнă.

 Пĕлтĕр Элĕк районĕнче кун йышши 30 проект пурнăçа кĕнĕ пулсан, кăçал вĕсен шучĕ татах та ытларах, 38-па танлашать.

Кармалсем пĕрле пулса çул тăваççĕ

 100 кил хуçалăхлă ял шутланать Кармал. Кунти пурнăç та ытти ялсенчисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Вăтам, аслăрах ÿсĕмрисене ытларах куратăн-ха. Апла пулин те пачах çамрăк çемьесем те, яш-кĕрĕмпе хĕр упраç та, ачасем те çук теес килмест. Çу кунĕсенче урамра ушкăн-ушкăн ачасем пухăнса вылянине, велосипедпа, çуран ăмăртса чупнине курма питех те кăмăллă. Анчах та вĕсене те пăшăрхантараканни çук мар. Ытти чылай ялти пекех Кармалсене те тахçанах çул ыйтăвĕ канăç памасть-ха. Темиçе çул каялла вырăнти хăй тытăмлăх органĕ Сад урамĕнче пурăнакансен ыйтăвне шута илсе ял пуçĕнчи пĕр лаптăка хăйăрпа вак чул сарса çула хытарса панă-ха. Асăннă урамăн анат вĕçĕнче пурăнакансем вара малалла хăйсем пуçарулăх кăтартнă. çăмăл автомашинăпа тухса çÿреме хăйсен вăйĕпех вак чул, кирпĕч ванчăкĕ сарса çула тикĕсленĕ.

 Пĕлтĕр вара Кармалсем тепĕр хут республикăра пурнăçа кĕрекен пуçарулăх бюджетне хутшăнса патшалăх укçипе усă курса Кăнтăр урамĕнчи çула юсама шутланă. Ял тăрăхĕ ку тĕлĕшпе кирлĕ документсене хатĕрленĕ чухне ялти хастарсем малтан палăртнă пекех çынсенчен килĕрен укçа-тенкĕ пухнă. Çул сарас ĕçе хăйсен тÿпине хывассипе пĕрисем иккĕленерех тăнă чухне, теприсем 10-шар пин те кăларса панă. Çапла майпа 130 пин тенкĕ пухнă та хăйĕн укçине ял çынни.

 Çул тăвассипе çыхăннă ĕçе Элĕк районĕнчи «Алиководорстрой» хăй çине илнĕ. Июлĕн 9-мĕшĕнче строительсем ĕçе пуçăннă та. Çĕрĕн çиелти пайне хырса тасатнă. Йĕпе-сапа вăхăтĕнче урам тăрăх шыв-шур юхакан вырăнсенче тăрпасем хума ĕлкĕрнĕ. Ял çынни çул тăвас ыйтăва вăраха тăсса ямасса шанать.

Сăмах май, иртнĕ çул Тенисем пуçарулăх бюджечĕпе усă курса çул сарнăччĕ.

 Эльвира КУЗЬМИНА. 



24 июля 2020
10:06
Поделиться