Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хутран карçынкка та, кăкшăм та çыхакан экономист

Этемшĕн хаçат-журнал чун апачĕ пулни каламасăрах паллă-ха. Анчах та пĕрре шĕкĕлчесе тухнă хыççăн вăл макулатурăна çаврăнни те никамшăн та вăрттăнлăх мар. Шупашкартан Какаçа килсе çÿрекен Екатерина Кирилловăшăн вара хут юратнă ĕçĕпе аппаланмалли хăйне евĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ материал шутланать. Виçĕ теçеткерен иртнĕ этемлĕхĕн черчен пайĕ унран кулленхи пурнăçра хамăра кирлĕ пулакан тĕрлĕ япала маçтăрланипе пĕрлех, теттесем те çыхать, сумка та янтăлать.

Ĕçсĕр лариччен кĕрĕк арки йăвалама сĕннĕ

 Катьăпа Надя йăмăкĕ ача чухнех Геннадий куккăшĕ патне Какаçа килсе çÿретчĕç. Ашшĕпе амăшĕ хăйсене ятран пахча илсен тата унта çурт çĕклесен кунтан татăлман та темелле. Паян хăйсен тĕпренчĕкĕсене те ялпа туслаштараççĕ вĕсем. Яра куна пахчара ĕçленипе пĕрлех хăйне пĕтĕмĕшле тыткăнланă ал ĕçĕпе те аппаланма вăхăт тупать Катя. Асăннă ĕçе пуçĕпех кÿлĕнесси вара ăнсăртран пуçланнă темелле. Шкултан вун пĕр класс тухсан хĕр упраç коопераци институтĕнче экономист тата менеджмент специальноçне алла илнĕ. Аслă пĕлÿллĕ хĕр ĕç стажне банкра кассирта ĕçлесе çырма пуçланă. Вăл вăхăталла çемье çавăрса Дима ывăлне кун çути парнелеме те ĕлкĕрнĕ. Ача тени вара чирлемесĕрех пулмасть-ха. Çакă ĕçпе тивĕçтерекенĕн кăмăлне те хуçать, ача амăшĕн чĕрине те ыраттарать. Çакна тĕпе хурса Екатерина Николаевна ачипе ĕç хушшинче хăйне евĕрлĕ суйлав тăвать, ывăлĕ аталанса çитиччен килтех ларма палăртать.

- Унччен те вăхăта усăсăр ирттерме юратман-ха. Пĕррехинче Интернет уçлăхĕнче тĕрлĕ ал ĕçĕпе аппаланакан ăстасен ĕçĕсемпе паллашса лараттăм. Çакăн чухне ĕнтĕ хутран илемлĕ карçынкка хатĕрленине куртăм та кăсăкланса кайрăм. Чи малтанах хама валли тĕпелте усă курмалли пĕчĕк карçынкка маçтăрларăм. Ăна банкра ĕçлекен тусăма кăтартрăм. Вăл вара хăй тĕлĕннине пытараймасăр ытти ĕçтешсене кăтартса тухрĕ. Çакăнтан пуçланчĕ те ĕнтĕ саккаспа ĕçлесси, - иртнине аса илет 36-рискер.

                                                                                                                                            Кафе-ресторанпа та çыхăну йĕркелет

Малтанах тĕпелте усă курмалли тĕрлĕ савăт-сапа хатĕрлет-ха вăл хутран. Тантăш-пĕлĕшне конфет-печени, пахча çимĕçпе улма-çыр- ла хумалли пĕчĕк карçынккасем çыхса парать. Хупăлчаллă çăкăр упранмаллисене маçтăрлать. Юлташĕсем сĕннипе хă- йĕн ĕçĕсене «ВКонтакте» тата «Инстаграм» социаллă сетьсене сăн ÿкерсе вырнаçтарать. Çакăнтан пуçласа вара саккас паракансен йышĕ те палăрмаллах ÿсет. Ку чухне Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар, çывăхри районсенче пурăнакансем анчах мар-ха вăл маçтăрланă япаласене туянма кăмăл пуррине пĕлтереççĕ. Мускав хулипе облаçĕсенче, Уфапа Иркутскра тата ытти çĕрте пурăнакансем те Екатерина Кирилловăпа çирĕп çыхăну йĕркелеççĕ. Уйрăм çынсем ытларах чухне тĕрлĕ япала хумалли, çырлана кăмпана каймалли расна калăпăшлă карçынккасем, шкатулкăсем, ывăссем, чÿрече умне чечексем лартмалли пĕчĕк дивансем саккас параççĕ, кушаксем валли ятарлă вырăнсем хатĕрлесе пама ыйтаççĕ. Кунсăр пуçне илемлĕх салонĕсемпе, кафе-ресторанпа та çыхăнса ĕçлет Катя. Пĕрисене валли абажур, кашпо, типĕтнĕ тата искусствăлла чечексем валли кăкшăм маçтăрланă пулсан. Кафесем специсем валли ятарлă савăтсем хатĕрлесе пама ыйтнă. Çĕнĕ çул умĕн пĕр кафе виçĕ теçетке ытла çулталăк паллине шăшипе йĕке хÿ- ре, уяв пăланне, шăнкăравсене саккас панă. Хĕр-хĕрарăма валли илемлĕ сумка маçтăрлама та май пур иккен хутран. Ку чухне кашни япалан эрешне, тĕсне саккас паракан хăй пĕлтерет мĕн, вĕсем вара кашниех расна. Екатерина Николаевнăна хăй маçтăрланă чи пĕчĕк япалапа чи пысăккине палăртма ыйтатăп.

 -  Чи пĕчĕкки - грек мăйăрĕ çеç вырнаçма пултаракан карçынккасене - Иркутскри пĕр уйрăм предприниматель самаях йышлă саккас панăччĕ. Унран пĕчĕкреххиех пулман пулĕ. Чи пысăкки вара пĕр çемьене валли ача сăпки хатĕрленĕччĕ. Унăн çирĕплĕхне ÿстерес тесе пăралук та усă курма тивнĕччĕ. Çавăн пекех сăн ÿкерчĕк салонĕ валли кăкăр ачисемпе сăн ÿкерĕнме ятарлă карçынкка та маçтăрланăччĕ, - хăйĕн ĕçĕсен сăн ÿкерчĕкĕсемпе паллаштарнă май каласа парать ăста.

Хăшĕ-пĕри тен хутран хатĕр-ленĕ япала чăтăмсăр теме пăхĕ те. Çук иккен. Ун çирĕплĕхне ÿстерес тесе йывăç пĕветмелли им-çампа, морилкăпа, усă кураççĕ. Акрил морилка хутран е çÿçе хуллисенчен хатĕрленĕ япала ĕмĕрне татах та вăрăмлатать. Тĕсне çухатассинчен, нÿ- релесрен сыхлать. Çавăн пекех хатĕр япаласене лакпа сăрлани вĕсен çирĕплĕхне татах та ÿстерет.

Катьăпа калаçнă май вăл çÿçе хуллисенчен те тĕрлĕ япала маçтăрланине ăнлантăм. Кăçал çу кунĕсен пуçламăшĕнче ăна клематис чечекĕсене валли ятарлă тĕрев, карçынкка саккас панине пĕлтерчĕ.  Çÿçе хуллисене вара хулара чухне Атăл хĕрринче пухать пулсан, Какаçа килсен те хăй куç хывнă вырăнсем пур иккен.

 Кунсăр пуçне Е.Кириллова килте ларнă вăхăтра тепĕр хушма професси те алла илнĕ-ха, парикмахера вĕренсе тухнă. Ку енĕпе те тус-юлташне тăтăшах пулăшу кÿрет вăл.

 - Кирек епле ĕçе те чунтан туни пĕлтерĕшлĕ. Санăн ĕçна ыттисем хаклаччăр тесе хăвăнтан çирĕп ыйтмалла. Эпĕ хатĕрленĕ япаласем саккас панă çынна тивĕçтерсен чăннипех те кăмăл çĕкленет, - калаçăва вĕçленĕ май пĕлтерчĕ ăста.

 Эльвира КУЗЬМИНА.



14 августа 2020
10:08
Поделиться