Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕлÿ шайне экзаменсем палăртнă

Шкулсенчен вун пĕр класс вĕренсе тухнисен Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсемпе хăш-пĕр пĕтĕмлетÿсем те тума юрать ĕнтĕ. Коронавирус пандемийи ППЭсене те улшăнусем кĕртрĕ. Асăннă чире пулах патшалăх экзаменĕсене тытмалли вăхăта та улăштарма тиврĕ. Ку хутĕнче аслă пĕлÿ илес тĕллевлисем çеç хăйсен ăс-хакăл çивĕчлĕхне тĕрĕслерĕç.

Районти шкулсенчен 11-мĕш класран пурĕ 84 ача вĕренсе тухнă, вĕсенчен 60-шĕ тĕрĕслеве хутшăннă. Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсен тĕп тапхăрĕ июлĕн 3-25-мĕшĕсенче иртнĕ.

-  Тĕрĕслев ĕçĕсене йĕркеленĕ чухне санитарипе эпидемиологи йĕркисене çирĕп пăхăннипе пĕрлех информаци хăрушсăрлăхĕпе те туллин тивĕçтернĕ. Ачасене пÿлĕмсене металл шырамалли хатĕрсемпе тĕрĕслесе кĕртнĕ, унта онлайн мелĕпе видео камерăсем ĕçленĕ. Апла пулин те районти пĕр вĕренÿ учрежденийĕнче пĕлÿ илнĕ пĕр ача экзамена шпаргалка илсе кĕнĕ. Çакă экзамен вăхăтĕнче палăрчĕ. ППЭсене тытмалли йĕркене пăснăшăн ăна экзаменран кăларса янă. Тĕрĕслев ĕçне çитес çул çеç çырĕ, - каласа парать районта экзаменсене ирттерессишĕн яваплă вĕренÿ пайĕн методисчĕ Валентина Семенова.

Вăл пĕлтернĕ тăрăх, çулсеренех шкул пĕтерекенсем обществознани, биологи тата физика предмечĕсемпе ытларах экзамен тытаççĕ.

Анчах та кăçал хăш-пĕр предметсемпе тĕрĕслев кăтартăвĕсем вĕрентекенсене савăнтармаççĕ-ха. Профильлĕ математикăпа, географипе, литературăпа, химипе, физикăпа, акăлчан чĕлхипе тата информатикăпа кăтартусем иртнĕ çулхи вăтам кăтартусенчен пĕчĕкрех. Экзаменра профильлĕ математикăпа тата обществознанипе - 2-шер, биологипе тата хими предмечĕсемпе 3-шер вĕренекен чи пĕчĕк виçерен те сахалрах балсем пуçтарнă.

- Çав вăхăтрах вырăс чĕлхи, биологи, общес- твознани предмечĕсемпе вăтам балл пысăкланнă. 35 шкул ачи  ППЭсенче 80 - 100 балл таран  пуçтарнă. Предметсемпе уйрăммăн тишкерес пулсан, кăтартусем çакăн пекрех. Вырăс чĕлхипе 22 ача, обществознанипе - 6, математикăпа - 3, акăлчан чĕлхипе - 2, физикăпа тата историпе 1 вĕренекен тĕрĕслев ĕçĕсемпе пысăк балсем илнĕ. Информатика, географи, литература, хими предмечĕсемпе вара пĕр вĕренекен те 80 балл ытла пухайман, - экзамен кăтартăвĕсемпе малалла паллаштарать Валентина Ильинична.

Районти хăш вĕренÿ учрежденийĕсенчен тухакансем мĕнле предметсемпе палăрнине те илсе кăтартма пулать. Вырăс чĕлхи предмечĕ- пе илес пулсан, Чăваш Сурăмсен кăтартăвĕ чи пысăкки, вăтам балл 80,8-па танлашать. Районти вăтам бал 71,8 çеç-ха. Асăннă предметпа иккĕмĕш вырăнта Тавăт шкулĕ (вăтам бал - 73,4), виççĕмĕшĕнче - Элĕксем (вăтам балл - 72). Математика предмечĕпе районти вăтам балл 56,3 пулнă пулсан, Юнтапасен - 64, Элĕксен - 60,6, Чăваш Сурăмсен - 57. Обществознани предме- чĕпе вара вăтам балл 60-па танлашнă пулсан, Питĕшкасси шкулĕн вăл 66,3 балл, Тавăтсен - 66, Чăваш Сурăм шкулĕн 60,5 балл. Ыттисен вара кăтартусем пĕчĕкрех. Хими предмечĕпе Элĕк шкулĕн вĕренекенĕсен кăтартăвĕсем çеç районти вăтам балран ирнĕ. Историпе районти вăтам балл 56,8 пулнă пулсан, ку кăтарту Тавăтсен 70 балпа, Элĕксен 56,6-па танлашнă. Физикăпа та Тавăтсем экзамен лайăхрах тытнă, вĕсен хыççăн Элĕк шкулĕ.   

Кăçал районти вĕренÿ учрежденийĕсенчен 13 медалист вĕренсе тухнă. Вĕсенчен пурте пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене хутшăннă. Тĕрĕслев ĕçĕсенче вара Элĕкри вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ Дмитрий Петров медалист уйрăмах пысăк балсем пуçтарнă, унăн экзамен кăтартăвĕсем пурте 80-90 балран иртнĕ.

Хăш шкулсенче вĕренекенсем тĕрĕслев ĕçĕсенче чи пысăк балсем пуçтарнине те палăртма пулать. Ку енĕпе пĕрремĕш вырăнта яланхиллех Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкул тăрать, 21 шкул ачин экзаменсенче 80 - 100 балл пуçтарнă. Б.С.Марков ячĕллĕ Тавăтри вĕренÿ учрежденийĕнчен тухнă 7 ачан кăтартăвĕсем те лайăх. Чăвашсурăмсем экзамен кăтартăвĕсемпе виççĕмĕш вырăнта, асăннă вĕренÿ учреждени- йĕнче 4 ачан балĕсем пысăк. Питĕшкассисен - 2, Юнтапасен - 1. Ку енĕпе Мăн Вылăри вăтам шкулăн вара кăтартăвĕсем япăхрах, экзаменсенче 80-ран ытларах балл пуçтарнă пĕр ача та пулман. 

Эльвира КУЗЬМИНА.



14 августа 2020
10:07
Поделиться