Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ветеринари ĕçченĕсене саламланă

Иртнĕ кунсенче Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Константин Викторов района ĕçлĕ тĕлпулупа килнĕ. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Куликовпа, ял хуçалăх тата экологи пайĕн ертÿçипе Анатолий Прохоровпа, Элĕкри выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен ветеринари станцийĕн начальникĕпе Валерий Афанасьевпа тĕл пулнă.

Ун хыççăн Константин Викторов районти ветеринари службин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, коллективпа  тĕл пулнă. Министр ĕç коллективне Чăваш Енри Патшалăх ветеринари службин малашнехи 5 çуллăхри аталанăвĕн тата Чăваш Республикипе Раççей Федерацийĕн эпизоотика лару-тăрăвĕпе паллаштарнă.

Валерий Афанасьев килти выльăх-чĕрлĕхе тата тискер чĕр чунсене уртаракан чиртен, сыснасен африка чуминчен, кайăк-кĕшĕк грипĕнчен профилактика тăвасси çинчен тĕплĕн каласа панă. Çавăн пекех ăнлантару ĕçне ирттернĕ чухне массăллă информаци хатĕрĕсемпе усă курма тивнине те палăртнă. Унсăр пуçне районта чи хăрушă чирсем сарăлас хăрушлăх пурри çинчен асăрхаттарса çынсем пухăннă самантсенче асра тытмалли хутсем валеçнине те пĕлтернĕ.

Юлашкинчен Константин Вячеславович ветеринари службин ĕçченĕсене професси уявĕпе саламланă. Савăнăçлă лару-тăрура районти ветеринарсене - Кĕçĕн Тăванти Галина Афанасьевăна, Этменти Лидия Тарасовăна, Куракăшри Виктор Николаева тата Оксана Павловăна Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин тата Чăваш Енри Патшалăх ветеринари службин Хисеп хучĕсемпе чысланă. 

А.КИРИЛЛИНА.



02 сентября 2020
11:06
Поделиться