Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Цифрăсен асамлă тĕнчипе киленнĕ

Хаçат-журнал, кĕнеке вулама юратакансем çутă ĕмĕтлĕ.  Чун апачĕ вĕсене савăнтарать, хавхалантарать, нумай пĕлме пулăшать, тунсăха та сирет. Шăпах çавна палăртрĕ те Элĕк салинче пурăнакан Валентина Иванова.

- Чăнах та, эпĕ район хаçачĕсĕр пурăнаймастăп.  Ăна алла тытатăп та ума Элĕк ен тухса тăрать. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ, пурнăçĕ яр уççăн палăрать. Сĕнÿ-канашĕ те кăмăла çĕклет, - терĕ вăл.

Унăн пурнăç çулĕ вара такăр та, тумхахлă та. Ачаллах хура-шурне курма тивнĕ. Валя Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кĕрлесе тухиччен кăшт маларах кăна çут тĕнчене килнĕ. Иван Анисимовичпа Екатерина Григорьевна Анисимовсен виççĕмĕш ачи вăл.

- Пирĕн атте сĕт-çу заводĕнче мастер пулса ĕçленĕ. Вăл 1942 çулта Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен ретне тăнă. Тÿрех - хаяр çапăçу хирне. Питĕ шел, çывăх çыннăмăр пуля «çумăрĕ» айĕнчен тухайман.  Ăçта выртса юлнă-ши аттемĕр? Çавна пĕлеймерĕмĕр. Вăл хыпарсăр çухални çинчен кăна хут илтĕмĕр, - каласа пачĕ Валентина Ивановна.

Çапла çемье кил хуçисĕр юлнă. Сăмах майĕн каласан, Иван Анисимовичăн шăллĕ Игнатий та тăван килне çаврăнса çитеймен, тăшмана хирĕç çапăçса пуçне хунă.

- Эпир, виçĕ хĕрача - Рая, Нина тата эпĕ аттесĕрех ÿсрĕмĕр. Анне тăрăшнипе аталанса, вăй илсех пытăмăр. Пĕчĕклех ĕçе кÿлĕнтĕмĕр. Анне гектар таранах тырă ани илетчĕ. Эпир вара киле таврăнмасăрах ĕçленĕ. Çурлапа тырă вырса кĕлте çыхнă, çĕмĕл тунă. Авăн çапнă çĕртен те уйрăлман. Утă-улăм пухса кĕртнĕ çĕре те хутшăннă. Çавапа пăрçа çулма çăмăлах пулманни халĕ те асрах, кантăр татса, ăна шыва хутса та тертленнĕ, - малалла пĕлтерчĕ вăрçă ачи.

Тăлăх арăм, Екатерина Григорьевна, ачисене вĕрентессишĕн те тăрăшнă. Çити-çитми пурнăçпа пулин те тимленĕ-ха хĕр пĕрчисем. Валя Элĕкри вăтам шкултан лайăх вĕренсе тухнă. Ăна тÿрех шут ĕçне те шаннă. Çап-çамрăкскер – Киров ячĕллĕ колхозăн учетчик-кассирĕ. Малтанах ăнлансах та кайман-ха, мĕн тумаллине те пĕлмен. Валя ятарлă курсра вĕренет, шут ĕçĕн йĕркине алла илет. Çапла часах чăн-чăн бухгалтер та пулса тăрать тейĕн. Киров тата Жданов ячĕллĕ колхозсенче ăнăçлах ĕçлет. Пултарулăхне кура районти патшалăх банкĕнче вăй хума та тивĕçет Элĕк хĕрĕ. Кунта ĕçленĕ вăхăтрах Хусанти учетпа кредит техникумĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухать.

Шут ĕçне лайăх пĕлекен пур çĕрте те кирлĕ çав. Районти финанс пайĕнче те ырă тĕслĕх кăтартать Валентина Иванова. Вăл кунта çирĕм пĕр çул цифрăсен тĕнчипе киленет. Ятарлă курссенче пулса квалификацие ÿстерни шут ĕçченне шанчăклăх кÿнĕ. Хăй каланă тăрăх, çирĕпрех пĕлÿ илес тесе таçта та çитнĕ - Санкт-Петербурга, Курска тата ытти хуласене те. Тĕп-тĕрĕс отчетсем, баланссем савăнăç кÿнĕ, вăй-хал хушнă тĕп бухгалтера. Шут ĕçĕнче хĕрĕх çул ытла тăрăшса вăй хурса чыс-хисепе тивĕçет Валентина Иванова. Хастар бухгалтерăн, ĕç ветеранĕн Мухтав, Тав хучĕсем нумай. Вăл вĕсене типтерлĕ упрать, алла тытсан тăрăшса ĕçленине аса илет. Çак кунсенче унăн хумхануллă, хавхалануллă самант та пулнă. Валентина Ивановнăна савăнăçлă лару-тăрура «Вăрçă ачи» удостоверени панă.

Елена ТИМОФЕЕВА.

 



08 сентября 2020
13:11
Поделиться