Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çемьери телей рецептне те çырма пĕлмелле

Ялта кашни çемье куç умĕнче. Пурте тенĕ пекех пĕр-пĕрин çинчен пĕлеççĕ: кам ăçта тата хăçан ĕçлет, камăн ача çуралнă, камăн ывăл-хĕрĕ çемье çавăрнă тата ытти те.

Кивкас Юнтапа ялĕнче пурăнакан Максимовсен пурте ĕçчен те сăпайлă çемье пек пĕлеççĕ ку тăрăхра пурăнакансем. Фаина Филипповна Элĕкри тĕп больницăра баклабораторире санитаркăра ĕçлет. Василий Иванович вара килти хушма хуçалăха аталантарас енĕпе вăй хурать. Вăлах тракторист та, комбайнер та, ĕнесем чылай усрас енĕпе те пуçарулăх кăтартать. Ял çыннисене çĕр сухаласа, сÿрелесе парас енĕпе те сахал мар пулăшать. Пĕтĕмпех хăйĕн хушма хуçалăхĕнчи «хурçă учĕпе».

Ĕçчен те тăрăшуллă çемье килĕшÿре те юратура пурăнать. Максимовсем икĕ хĕре - Иринăпа Татьянăна кун çути парнеленĕ. Халĕ вĕсем ашшĕ-амăшĕн йăвинчен те «вĕçсе кайнă» ĕнтĕ, иккĕшĕ те çемьеллĕ. Пĕри - педагог, тепри хăйĕн пурнăçне суту-илÿ енĕпе çыхăнтарнă. Иккĕшĕ те маттур. Фаина Филипповнăпа Василий Ивановичăн пĕр мăнук ÿсет. Мăшăр çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса  тăнă ĕнтĕ, пĕрле 31 çул ытла пурăнать. Çак тапхăрта пĕр-пĕрне пулăшса пырса, хакласа, килĕштерсе, ăнланса, хĕрĕсене тĕрĕс-тĕкел ÿстерсе çемье ăшшине упраса пурăнаççĕ. Унсăр пуçне килте выльăх-чĕрлĕхне те йышлă усраççĕ, кил-çурта, хуралтăсене те çĕнетнĕ хисеплĕ мăшăр.

Çапла, хуçалăхĕ пысăк Максимовсен. Василий Иванович унта çирĕп кил хуçин тивĕçĕсене пурнăçлать. Фаина Филипповна вара килти хăтлăхшăн, тасалăхпа тирпейлĕхшĕн, мăшăрне пулăшассишĕн те чылай тăрăшать. Вĕсем сад ĕрчетме юратаççĕ. Улмуççисене сыпса тĕрлĕ сортлă панулми, ытти улма-çырла çитĕнтереççĕ. 

Фаина Максимова вара хăйĕн чунĕ ыйтнă юратнă ĕçне пурнăçламасăр та пултараймасть. Вăл ал ĕçĕ тăвас енĕпе ăста. Тĕрлеме юратать, унсăр пуçне çăматă йăвалас енĕпе те алли ларать. «Ăшă пушмака» ахаль мар, вĕсене янкăр çутă, илемлĕ çипсемпе эрешлесе тухать. Мĕнлерех илемлĕ унăн ĕçĕсем. Саккаспа та чылай хатĕрлеме тивет пултаруллă хĕрарăмăн. Пÿртре вара чăн-чăн музей тейĕн. Кашни пÿлĕмре, сĕтел-пукан çинче ырă кăмăллă, чун-чĕреллĕ хĕрарăмăн ĕçĕсем. Тĕрлесе рамкăна вырнаçтарнă вĕсене Фаина Филипповна. Кунта чĕр чунĕсем те, ÿсен-тăранĕ те, çут çанталăкĕ те нумай сăнланнă.

Василий Ивановичăн савнă мăшăрĕ юрлас енĕпе те маттур. Унăн сасси илемлĕ. Килти ĕçсене пурнăçланипе пĕрлех Юнтапа салинчи культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнне те хастар хутшăнать, илемлĕ юррисемпе савăнтарать.

Çемьере пĕрлехи ĕç пулсан вăл çирĕп пулать теççĕ. Чăнах та, кашни кун çемьешĕн тăрăшни, кил-хуçалăхра вăй хуни те пĕлтерĕшлĕ. Максимовсем çакна аванах ăнланаççĕ. Пĕр-пĕриншĕн тĕрек шутланаççĕ. Çемье телейĕн рецептне хăйсемех çырнă вĕсем. Çавна вара урăх нимĕнпе те улăштараймăн та, хушаймăн та. Унсăрăн вăл чĕре хушни, чун ыйтни пулаймĕ.

А.СИЛИВЕСТРОВА.



12 сентября 2020
10:05
Поделиться