Нумай ачаллă çемьесене - тимлĕх

Нумай ачаллă çемьесен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас, çăмăллăхсем парса пулăшас тĕлĕшпе çĕршывра тĕрлĕ программа ĕçлет. Чăваш Енре те демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕлĕшпе нумай ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕ парасси ăнăçлă пулса пырать. Элĕк районĕнче те «Чăваш Республикинче пурăнакан нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем парасси çинчен» Чăваш Ен саккунне пурнăçлаççĕ.

Иртнĕ кунсенче çеç район администрацийĕнче нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкне илме тивĕçни çинчен  сертификатсем панă. Вĕсен йышĕнче - Сорокинсен, Васильевсен, Андреевсен тата Хрисанфовсен çемйисем.

Вĕсене çак ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов тата район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Лидия Никитина саламланă. Сертификатсем панă май çемьесене  ăш пиллĕх, ăнăçу, телей, çемье ăшши тата пурне те сывлăх суннă.

А.СИЛИВЕСТРОВА. 



15 сентября 2020
09:30
Поделиться