Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чăвашсурăмсем сенаж тума тытăннă

Чăвашсурăмсем сенаж тума тытăннă

Районти хуçалăхсенче çурхи уй-хир ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Майăн 27-мĕшĕ тĕлне тĕш тырă культурисене 6176 гектар лаптăк çинче акса хăварнă. Планпа пăхнинчен çакă 100,5 процентпа танлашнă. Çавăн пекех хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсенче кĕрхи культурăсене хурт-кăпшанкăран, чир-чĕртен тата çум курăкран сыхлас тĕлĕшпе им-çамлассипе ĕçсем пыраççĕ. Ăна хальлĕхе 1213 гектар çинче пурнăçланă. Ку енĕпе «Новый путь», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсем, С.Волков, Ю.Никифоров, А.Григорьев хресчен-фермер хуçалăхĕсем, «Алмаз» общество ăнăçлă ĕçлеççĕ.

Хресчен-фермер хуçалăхĕсем çĕр улми лартассипе тимлеççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне «иккĕмĕш çăкăра» 73 гектар лартнă. Планпа пăхса хунинчен çакă - 38 процент.

Унсăр  пуçне районта кукуруза акассипе те хĕрÿллĕн ĕçленĕ. Ĕнер, сăмахран, «Новый путь» хуçалăхра асăннă культурăна акса пĕтернĕ. Чăвашсурăмсем кукурузăна 220 гектар акса хăварнă. Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра çак ĕçе 45 гектар çинче пурнăçланă.

«Новый путь» хуçалăхĕнче комплекслă майпа ĕçлеме тахçанах вĕренсе çитнĕ. Кунта  яра кунах ĕç вĕресе тăрать. Çапла пулмасăр, пĕрисем - Анатри Юлăшпа Чăваш Сурăмĕнче, теприсем Мăн Шĕвĕш сĕт-çу комплексĕсенче вăй хураççĕ. Тислĕк турттарасси, ĕне выльăха уй-хире кăларасси кашни кунах йĕркеленет. Çав вăхăтрах хуçалăхри машинăпа трактор паркĕн ĕçченĕсемшĕн те хĕрÿ тапхăр пырать. Акă пĕрисем - ял хуçалăх культурисене им-çамлаççĕ пулсан, теприсем сенаж хывас ĕçе пуçăннă.

«Новый путь» хуçалăхĕнче Какаç ялĕ çумĕнчи уйра нумай çул ÿсекен сип-симĕс курăкран сенаж хатĕрлеме пуçланă.

Хуçалăхра утă -1134 тонна, сенаж – 6937 тонна, силос -5087 тонна хатĕрлеме планланă.

Пĕтĕмĕшле илсен, ял хуçалăх предприятийĕ выльăх апачлĕх тырă, нумай çул ÿсекен курăк, кукуруза туса илессипе ĕçлет. Çавăн пекех мăйракаллă шултра выльăх, сысна ĕрчетет. Çавна май тырă, сĕт, аш-какай туса илет.



28 мая 2021
13:34
Поделиться