Пушарта хĕрарăм вилнĕ

Пушар кăтартать типшар. Вăл пурăнмалли кил-çуртра е уй-хирте алхассан та хăрушă курăнать. Çавна май этем кун-çулне йывăрлăх кÿрет. Çын пурнăçĕ асăннă инкекре татăлни уйрăмах хăрушă пулăм.

Иртнĕ шăматкун Чулкаç Юнтапа ялĕнче «хĕрлĕ автан» алхаснă. Инкек шăпах çынсем тутлă ыйхăра чухне сиксе тухнă. Çур çĕрте кил-хуçалăхра вут-çулăм тивсе илесси пирки никам та шутлама пултарайман. Анчах та инкек куçа курăнса килмест. Çапла майпа мунча умĕнче «хĕрлĕ автан» «авăтса янă». Инкек сирме икĕ единица пушар машини хутшăннă. Ытти хуралтăсем çине ăна куçма паман. Анчах та пушарта çунса кĕленнĕ япаласене, строительство пайĕсене тасатнă чухне çын виллине тупса палăртнă. Пушарта пĕр хĕрарăмăн пурнăçĕ татăлнă.

Ĕнер çур çĕр иртни пĕр сехетре Çулавăçсен те ыйхă татăлнă. Пĕр хуçалăхра кĕтмен-туман çĕртенех мунча çунма пуçланă. Кил хуçисем пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем каç еннелле мунча хутса кĕнĕ. Яра куна ĕçлесе ывăннă хыççăн пурте тутлă ыйха путнă, «хĕрлĕ автан» çеç тĕлĕрме шутламан. Кил хуçисем темĕн шартлатса çурăлнă сасăпа вăраннă. Кăштахран мунча çулăмпах çуннине асăрханă та. Инкек çинчен хăйсемех районти пушар хуралне шăнкăравласа пĕлтернĕ. Çăлавçăсем çийĕнчех çула тухнă пулин те йывăç пĕренерен тунă мунчана тата çенĕке çăлса хăварайман. Хуралтă самаях сиенленнĕ. Çулăм мĕншĕн алхасма пуçланине палăртас тĕлĕшпе халĕ тĕпчев ĕçĕсем пыраççĕ.

 2021 çул пуçланнăранпа Элĕк районĕнче пĕтĕмпе 24 пушар регистрациленĕ, август уйăхĕнче вара 6 хутчен «хĕрлĕ автан» алхаснă.



13 августа 2021
10:58
Поделиться