Гимн Аликовского района
Гимн
Элěк районěн мухтав юрри
Сăвви Александр Галкинăн
Кĕвви Юрий Кудаковăн
Сурăмпала Выла хушшинче -
Чăн Чăваш çĕршывĕ çак тĕнче:
Симĕс пурçăн – ешĕл вăрмансем,
Çутă капăр – кÿлĕ, пĕвесем…
Хушса юрламалли:
Элĕк ен, эс, аслă Элĕк ен,
Ытарми илемлĕ тăван ен.
Ĕмĕрне те тухмăн чĕререн,
Кăмăла çĕкле, хĕвеллĕ ен!
Юнтапала Тукташ хушшинче
Илĕртÿллĕн ешерет тĕнче:
Сар чечеклĕ – улăх-çарансем,
Шур чечеклĕ – улма пахчисем…
Хушса юрламалли.
Ямашпала Тени хушшинче
Çĕнтерÿллĕн çĕнелет тĕнче:
Килсерен - хисеплĕ ĕçченсем,
Ялсерен – мухтавлă маттурсем…
Хушса юрламалли.