Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Океан леш енче ăмăртса

Америкăри пĕрлешÿллĕ Штатсенчи Бостон хулинчĕ марафон чупассипе çуллен ирттерекен турнира хутшăнасси - кирек хăш çĕршыври çăмăл атлетсемшĕн те пысăк чыс. Унта вăй виçме тĕнчери чи пултаруллă атлетсене кăна чĕнсе илеççĕ. Океан леш енчи кăçалхи ăмăртураĔ палăртма та кăмăллă, çивĕч кĕрешÿре Чăваш Ен спортсменки Светлана Захарова çĕнтернĕ, 42 километр та 195 метрла дистанцие вăл 2 сехет те 25 минут та 20 çеккунтра чупса тухнă. Хамăр районти Эренар хĕрĕ, тĕнче класла спорт мастерĕ Альбина Иванова та (тренер М.П.Кузнецов) ăнăçлă тупăшна, нумай-нумай çĕршывран пырса çитнĕ паллă спортсменкăсенчен мала ÿксе, финиша улттăмĕш çитнĕ.


07 мая 2003
00:00
Поделиться