Сцена çинче - çемье ансамблĕсем
Çемьере – пысăк хăват. Çакна çирĕплетсе пачĕ те Элĕкри культура керменĕнч иртнĕ çемье ансамблĕсен конкурсĕ. Çемье ансамблĕсен ăсталăхне куракансем ăшшăн йышăнчĕç. Жюри вара чи маттурисене палăртрĕ. Тукач ялĕнчен килнĕ Афанасьевсене тата Тавăтри 14 тăвантан тăракан Железновсене вара районти чи пултаруллă çемье ансамблĕсем тесе йышăнчеç. Çавна май Афанасьевсен çемйи – Чăваш Республикин кунĕнче, Железновсен çемьи - çу уйăхĕнче Йошкар-Олара иртекен Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне халалланă фестивале хутшăнĕç.