ЭРЕХ ĔÇНИ, ХИРĔÇНИ - САККУНА ПĂСНИ
Эрех ĕçекенсен шучĕ кунран-кун ÿссе пыни, çамрăксем те “хаяр шĕвекпе” туслашни вăрттăнлăх мар. Патшалăх та çакăн çине тимлĕх уйăрма пуçларĕ. Эрех ĕçекенсене хирĕç кĕрешес тĕллевпе çĕнĕ кодекс та вăя кĕчĕ пĕлтĕр. Ку вăл административлă майпа йĕркене пăсни çинчен калакан кодекс. Паллах, çак улшăнусем прокуратура, милици ĕçченĕсене çĕнĕлле ĕçлеме хистерĕ. Миравай судьясен тивĕçĕ те пысăкланчĕ. Çак кунсенче миравай судьяпа Н.И.Сядаровăпа калаçма тÿр килчĕ.
- 2002 çулхи утă уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен административлă майпа йĕркене пăсни çинчен калакан кодекс сирĕн ĕçĕре мĕнле çĕнĕлĕхсем кĕртрĕ-ха,- Надежда Ивановна;
- Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, çавна май саккунĕсем те çĕнелсе пыраççĕ. Çĕнĕ кодекс вара миравай судьясене çеç мар, милици сотрудникĕсене те çĕнĕлле ĕçлеме хистерĕ. Обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿрени, ытти çынсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратни, намăс сăмахсемпе калаçни, çапăçни, хирĕçни - çакă пĕтĕмпех административлă майпа йĕркене пăсни шутланать. Эппин, уншăн явап тыттараççĕ. Çĕнĕ кодексăн 20.21 статйипе (ку урамра ÿсĕр çÿренĕшĕн)- 100 тенкĕрен, киревсĕр сăмахсемпе калаçнăшăн - 500 тенкĕрен кая мар штраф тÿлеттерме тивет.
Ÿсĕр çынсене миçе талăка хупассине, вĕсене мĕн чухлĕ штраф тÿлеттерессине судра пăхса тухатпăр. Паллах, çакăнта ÿсĕр çын ыттисемшĕн мĕнле хăрушлăх кăларса тăратнине те шута илме тивет. Çыннăн укçа тÿлеме майсем çук, анчах вăл пĕр-пĕр ĕçре ĕçлет пулсан çак суммăна унăн ĕç укçинчен тытса юлма тивет. Енчен те çын ĕçсĕррисен шутĕнче-тăк, ăна 15 талăклăха хупса лартма ирĕк пур.
- Руль умĕнче ÿсĕр çÿрекен водительсем пирки мĕн каланă пулăттăр;
- Руль умне ÿсĕр ларни çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене пăсни шутланать. Эппин, кунпа пĕрлех саккуна та пăсаççĕ водительсем.
Çĕнĕ кодекс вăя кĕриччен водитель руль умĕнче сыпнине палăртма йывăртарахчĕ инспекторсене. Халĕ вĕсен ĕç çăмăлланчĕ. Айăпланакан водителе инспекторсем больницăна илсе каяççĕ, тĕрĕслев ирттереççĕ. Руль умĕнче ÿсĕр ларнăшăн, экспертиза витĕр тухма хирĕçленĕшĕн 1000 тенкĕрен пуçласа 2000 таран штраф тÿлеттерме ирĕк пур. Унпа пĕрлех çулталăклăх водитель прависĕр хăваратпăр.
- Административлă майпа йĕркене пăсни çинчен калакан кодекс вăя кĕнĕренпе миçе ĕç пăхса тухма тиврĕ;
-Хальлĕхе 625 ĕç пăхса тухнă. Вĕсен шутĕнче урамра ÿсĕрле хирĕçсе çÿрекенсем те, руль умне хĕрĕнкĕ ларакансем те пур. Çавăн пекех пирĕн пата çула çитмен 4 çамрăка тытса килнĕ, вĕсем те эрех сыпнă пулнă. Ача амăшĕсем эрехпе туслашни вĕсем чунсăрланнине çеç çирĕплетет. Мăшăрланман каччăсемпе арçынсем эрехпе ытларах çывăхланаççĕ, хăшĕ-пĕрисем виçĕ-тăватă хутчен те милици сотрудникĕсен аллине лекеççĕ. Хăшĕсем хăйсен йăнăшне ăнланса илеççĕ, ÿкĕнеççĕ, теприсем вара хăнк та мар. Йĕркелĕх хуралçисен аллине лекекенсенчен чылайăшĕ ниçта та ĕçлемест. Ялсенче ÿсĕр çÿрекенсене те явап тыттарма, штраф тÿлеттерме май пур.
Тавар туянакансене срокран тухнă япалапа тивĕçтерни, лицензисĕр сутни те саккуна пăсни шутланать. Саккуна пăхăнсан аван пулĕччĕ. Эрехпе иртĕхекенсене хирĕç кĕрешессипе вара право хуралĕн ĕçченĕсен çеç мар, ял администрацийĕсен, шкулсен, культура учрежденийĕсен те тăрăшмалла.