Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ŸСĔМ ÇУЛĔПЕ

Элĕкри Сергей Васильев шкулта вĕреннĕ чухнех кросс чупăвĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ пулса тăчĕ, Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕрсен ăсталăха татах туптарĕ, Раççейри пысăк ăмăртура спорт мастерĕн нормине тултарчĕ, темиçе хутчен сумлă медальсем çĕне-çĕне илчĕ, пĕрре çеç мар çур Марафон инçĕшĕнче ăмăртрĕ. Кăçал çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче Италири Триес хулинче иртнĕ тĕнчери ăмăртура классикăлла марафона старта тухрĕ, Кени, Великобритани, Итали атлечĕсем хыççăн финиша 11-мĕш çитнĕ, 42 километр та 195 метра 2 сехет те 22 минут та 53 çеккунтра вĕçленĕ. Халĕ çамрăк лейтенант Шупашкарта МЧСра службăра тăрать, пушă вăхăтсенче çине тăрсах пулас ăмăртусене хатĕрленет.


22 мая 2003
00:00
Поделиться