ЭЛĔК УРАМĔСЕМ - ПИРĔН СĂН
Район центрĕнче тирпейсĕрлĕх хуçаланни, çакă вара çынсен культурăсăрлăхĕнчен те чылай килни каламасăрах паллă ĕнтĕ. Республикăмăрăн тĕп хули - Шупашкар - Раççейре чи таса хула пулассишĕн тăрăшать пулсан, çак тĕллевпех ытти район центрĕсемпе ял-ялсенче те тимлеççĕ пулсан, элĕксен мĕншĕн чи юлашкинче тăмалла;
“Пурнăç пирĕн хыççăн та юлать. Çавăнпа та хамăр тавра йĕрке тумалла. Ăна вара кÿршĕсем килсе тумаççĕ”,- çапла пуçларĕ сăмахне Элĕк ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.Николаев. Иртнĕ эрнере вăл хăйĕн тавра пушар хăрушсăрлăхĕн, обществăлла йĕрке сыхлавĕн, çĕр ĕçĕн тата райадминистрацин ытти ответлă çыннисене пухса Элĕк салинче тирпей-илемпе хăтлăха кĕртесси пирки калаçрĕ.
Акă, май уявĕсем умĕн те, хыççăн та 10 çынран тăракан ушкăн урамсене, культурăпа кану паркне çÿп-çапран тасатнă, йывăçсене шуратса тухрĕ, тĕрлĕ ĕç пурнăçларĕ.
Çапах та темиçе çын лава туртса çитереймĕ. Элĕк салинче ытти йĕркесĕрлĕхсем те куç умĕнчех. Сăмахран, хваттерсенче пурăнакансем никамран ыйтмасăр тенĕ пек хушма хуçалăхсем йĕркелесе тислĕк, утă-улăм куписене çуртсем çывăхнех лартса тухнă. Кунта пурăнакансене вăл тем мар пек туйăнать пулĕ те, анчах та иртен-çÿренсен тислĕк шĕвекĕсем урлă каçса çÿреме тивет, ырă мар шăрши таврана саланать. Вĕсене çуртсем çывăхнех лартни те пушар хăрушсăрлăхĕн правилисемпе килĕшсе тăмаççĕ. Хуралтăсене вара (урлăш - 3, тăршшĕ 4 метрлăскерсене) выльăх-чĕрлĕх тытмашкăн мар, хатĕр-хĕтĕр хума уйăрса панăскерсем-çке. Юлашки вăхăтра кăмпасем пекех шăтса тухнă гаражсем те утма çулсене пÿлнĕ пирки ĕçе каякансене тавран çÿреме хистет. Йĕркесĕрлĕхсен сăлтавĕсем вара унчченхи пуçлăхсем вĕсене лартма ирĕк панинче те, тесе калаçрĕç пухăннисем. Малашне вара мĕн тумалла-ха; Çакăн çине районти архитектор С.Н.Петров пысăк тимлĕх уйăрасси пирки каларĕ. Çурт-йĕр проекчĕсене хатĕрлекенсенчен малашне çирĕп ыйтĕç. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманнисене вара пысăк штрафсем тÿлеттерĕç. Дозорнăйсен ответлăхне ÿстерес тесе хурал тăман çынсене явап тыттарĕç.
Пĕве-кÿлĕ, йывăçсем - ял сăн-сăпатне илем кÿрекенсем. Çавăнпа вĕсене упраса хăварассишĕн çине тăрса кĕрешмелле. Кунсăр пуçне вăл пушар инкекĕсенче те пулăшу парать, выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал усрассинче те пысăк вырăн йышăнать. Элĕк салинче вара вĕсене хăçан юлашки хут тасатнине те манса кайнă ĕнтĕ. Хăшĕсем чĕркуççи тарăнăш те çук, е типме пуçланăскерсенче хăмăш-хунав ĕрчесе кайнă.
- Капла май килмест,- тет ял администрацийĕн пуçлăхĕ. - Пĕвесене тасатмаллах. Мĕншĕн тесен унта пулă ĕрчетсен ачасем те, аслисем те пушă вăхăта шыв хĕрринче вăлтапа ирттерĕç.
Çакă, паллах, ахаллĕн сулланса çÿренинчен лайăхрах”,- пĕр шутлă пулчĕç комисси членĕсем. Çамрăксене канмалли условисем туса парас тесе салан тĕп мунчи çывăхĕнчи пĕвене хăтлăх кĕртесси пирки те шухăш тытнă администраци ĕçченĕсем. Кунта юхан-шыв хăйăрĕ кÿрсе килсе кăçалах хунавсем лартса хăварма тĕллев лартнă.
Сала урамĕсемпе ир те, каç та ÿсĕр çынсем утни каллех культурăсăрлăха кăтартакан паллă. Сăнĕ-пичĕ те, çи-пуçĕ те тирпейсĕрскерсем çын умне тухма та намăсланмаççĕ, ĕçсе çапкаланса çÿреççĕ. Ÿсĕрсем тĕлĕшпе саккунсене ĕçлеттермелли пирки те пулчĕ сăмах.
Лавкка-киосксем тавра тирпейлĕх йĕркелесси те вĕсен хуçисен яваплăхĕ пулмалла. Уйрăмах, акă, “Диана” лавкка умĕпе çын йышлă иртсе çÿрет. Унта çÿп-çапĕ те, каяшĕ те тулли. Лавккасем тирпейлĕхе мĕнле тытса пыни пирки районти санэпиднадзор тимсĕр ĕçленине кăтартса парать.
Хăш-пĕр предпринимательсем, выльăх-чĕрлĕхе пуснă хыççăн каяшне çынсем пурăнакан вырăнтан инçе мар пăрахаççĕ. Çавăнпа та районти ветеринари служби те çак йĕркесĕрлĕх çине куç хупса иртет, саккуна пăснă тĕслĕхсемшĕн явап тыттарни çук.
Çак паянхи куна ума сиксе тухнă çивĕч ыйтусем комисси членĕсене пăшăрхантарни курăнчĕ ларура. Унччен йĕркесĕрлĕхсемшĕн асăрхаттарусем çеç тунă пулсан, çитес вăхăтра рейда тухма калаçса татăлчĕç вĕсем. Йĕркене пăсакансене çирĕп ответ тыттарĕç.