Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Автомобильпе пукане пек вылянă.

«Чăвашсетьгаз» уçă акционерлă общество хăйĕн тĕп ĕçĕсене пурнăçланипе пĕрлех тĕрлĕрен ăмăртусемпе конкурссем ирттерет. Акă, газовиксен генеральнăй директорĕ В Ильин мĕнпур районсенчи ертÿçĕсене пухнă та автомашинăсем çине лартнă. Директорсен пурин те рульсене çирĕп тытса хитре эреш-мереш туса кăтартмалла пулнă. Çак кăткăс вăйăра «Чăвашсетьгазăн» Элĕкри филиалĕн директорĕ В. Дубинин питех те пысăк ăсталăх кăтартнă. Владислав Харитонович автомобиле тĕрлĕрен чăрмавсем витĕр çавăрттарса мала тухнă. Çĕнтерÿçĕне пĕрремĕш степеньлĕ дипломпа тата асăнмалăх парнепе чысланă.


01 октября 2003
00:00
Поделиться