Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Йĕри-тавра - такăр çул.

Тавăт тăрăхĕнчи ялсем район центрĕпе темиçе çул каяллах асфальт витнĕ çулпах çыхăнчĕç. Халĕ кунталла Ураскилт çулĕпе те, Кĕçĕн Тăван енчен те ирĕклĕнех пырса кĕме пулать. Тĕп усадьба витĕр те çавăн пек такăр çул тăсăлать. Ăна çĕнĕ çурт-йĕрпе капăрланса çитнĕ Çамрăксен урамне те хывнă. Халĕ татах та вăрăмланать кунти çул-йĕр – Тавăт ялĕн анатри урамĕнчен Ураскилте каякан çула тума тытăннă. Хăватлă КамАЗ самосвалсем кунсерен Алкукасси карьерĕнчен рейс хыççăн рейс хăйăр турттараççĕ. Çакăнта «Элĕкри сельхозтехникăпа» çул-йĕр строительствин тĕп подрядчикĕн – «Дорисс» акционерлă обществăн 2-шер автомашины ĕçлет. Çĕнĕ çул кăçалах хута каймалла.


01 октября 2003
00:00
Поделиться