Тухăç чакать, хаксем ÿсеççĕ.
Çăкăр пулсан юрă та пулать, теççĕ халăхра. Шел те, çултан-çулах тĕш-тырă сахал туса илетпĕр. Лаптăксене пĕчĕклетмен пулсан та. Акă, 2001 çулта районĕпе тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсене 13480 гектар çинче çитĕнтернĕ, тепĕр çулхине лаптăк 14505 гектара çитнĕ. Апла пулин те пĕлтĕр тĕш-тырăсене виçĕмçулхипе танлаштарсан 83 процент кăна туса илнĕ. Гектар тухăçĕ чакать. Виçĕмçул çаврăмран 22,5 центнер тыр-пул илнĕ, пĕлтĕр – 16,2 центнер, кăçал та тухăç пысăках мар – 18 центнер.
Çĕрулми лаптăкĕ пĕчĕкленет. 2001 çулта вăл 1121 гектар йышăннă, пĕлтĕр – 886 гектар, кăçал «иккĕмĕш çăкăра» 638 гектар çинче пухса кĕртнĕ. Тухăç чакни, ку чухнехи технологисемпе ĕçлеменни хаксене ÿстереççĕ те ĕнтĕ.