Арăмĕ упăшкине ăс панă.
Шалти ĕçсен пайне куллен вуншар шăнкăрав çитет. Пĕрисем хуçалăх пурлăхне хапсăнса вăрланă пулсан, теприсем кÿршĕ-аршăпа хирĕçеççĕ. Сăмах май каласан, пĕр-пĕрне сăлтавсăр хĕненĕ тĕслĕхсен шучĕ ÿссе пырать. Акă, Уйкас ялĕнче пурăнакан 40-ри Владимир Янкурас ялĕнчи пĕр арçынна хĕненĕ. Кайри Хирлеп ялĕнче вара пĕр çемьере хирĕçÿ сиксе тухнă. 27-ри Татьяна яланхиллех кил таврашĕнче тулхăрса çÿренĕ. Хăйĕн çиллине пусарас тесе упăшкине «ăс кĕртме» шутланă, çавăнпах ĕнтĕ ăна темиçе хутчен çапнă.