Арçынсене хăналама манман.
РФ Патшалăх Думин депутачĕ либерал-демократсен çул пуçĕ В. Жириновский Элĕке килсе кайнине халĕ те астăваççĕ пулĕ-ха. Çапла, Владимир Вольфович ун чухне улма-çырлапа пахчаçимĕç комбиначĕн территорийĕнче район халăхĕпе тĕл пулчĕ. Ытти чухнехи пек хĕрÿлленсе каймарĕ вăл, лăпкăн калаçрĕ. Каяс умĕн хăйне турртаракан йăлтăр-ялтăр автомашина патне çитсен пулăшуçисене багажника уçма сĕнчĕ. Лешсем унтан ик-виç эрех кĕленчи туртса кăларчĕç. Этикетка çине «Жириновский» тесе çырнă. Владимир Вольфович хаяр шĕвеке темиçе арçынна тыттарса хăварчĕ.
Çакна та пĕлтĕмĕр: плакат йăтса тăракансене те çав кун эрехпе сăйланă.