Сцена çинче – хунямасемпе кинсем.
Чăваш Республикин Президенчĕ Н. В. Федоровăн Çемье çулĕ çинчен калакан указне пурнăçлас тĕллевпе культурăпа спорт пайĕ ятарлă план йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн юпа уйăхĕнче культура çурчĕсенче «Хунямасемпе кинсем» смотр-конкурс иртмелле. Смотра ултă зонăра йĕркелеме палăртнă. Вутланти культура çуртĕнче çак уйăхăн 21-мĕшĕнче сцена çинче Татмăшри Юлия Варламова хăйĕн Тамара кинĕпе тата Юнтапари Вера Арсеньтева Наташа кинĕпе халăха хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç те ĕнтĕ. Çавăн пек кану каçĕсем юпа уйăхĕнче Ехремкасси, Тавăт, Шĕмшеш, Питĕшкасси тата Чăваш Сурăм культура çурчĕсенче ял халăхне хаваслăх парнелĕç.