Çулăма сарăлма паман.
Мăн Вылари пĕр хуçалăхра çулăм алхасма тытăннă – сарая вут хыпнă. Çакна вăхăтра асăрхаса, пушара сÿнтерме кÿршĕсем, ял çыннисем чупса пынă. Кĕçех «Молния» хуçалăхăн тата Элĕкри пушар хуралĕн машинисем те пырса çитнĕ. Çапла вара сиксе тухнă вут-çулăма сарăлма паман. Пушарнăйсемпе ял халăхĕ çине тăрса тимленипе çулăма ытти хуралтăсем çине сиксе ÿкесрен пÿлме май килнĕ, витери выльăх-чĕрлĕх те тĕрĕс-тĕкел сыхланса юлнă.
Çавăн пекех нумаях пулмасть «Правда» хуçалăхăн йĕтем тăрри çуннă. Пушарсен сăлтавне тĕпчетпĕр.