Право ыйтăвĕсемпе - олимпиада.
Правăна, хамăрăн тивĕçсене лайăх пĕлетпĕр-и эпир? Саккун йĕркисене пурте кирлĕ пек пăхăнса пыратпăр-и? Конституци паракан ирĕксемпе еплерех усă куратпăр? Кирек мĕн тейĕр те, çитĕннисемшĕн те, çамрăксемшĕн те пĕлтерĕшлĕ çак ыйтусем. Пурнăç çулĕ çине тухакансен правăпа саккунлăха пĕлмеллех. Акă мĕншĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракн шкулсенче çакăн çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ халĕ. Анчах ку çеç çителĕксĕр. Правăпа саккунлăх пĕлĕвĕсене шкул тулашĕнче те сарсах пымалла. Çак тĕллевпе иртнĕ те ĕнтĕ районта 9-11 классенче вĕренекенсен олимпиади. Ăна ЧР Юстици тата Вĕрентÿ министерствисем йĕркеленĕ. Олимпиадăна хутшăннисем РФ Конституцийĕн статйисем, правасемпе тивĕçсем тăрăх хатĕрленĕ самай çивĕч ыйтусене хуравланă. Ку енĕпе Элĕк, Ехремкасси, Вутлан, Тавăт, Шĕмшеш шкулĕсенче вĕренекенсем палăрнă.